Вторник, 13 октября

Ентеше асра тытса — турнир

Шурут вӑтам шкулӗн спорт за- лӗнче Шурут ял тӑрӑхӗн тата Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинне Алексей Ершова халалласа волейбол турнирӗ ирттернӗ.

Алексей Никифорович «Урожай» колхоза 1985 ҫултанпа нумай ҫул ертсе пынӑ, тӗрлӗ шайри депутат пулнӑ, ял-йыш ӑна хисепленӗ. Унӑн хастарлӑхӗпе пуян опычӗ чылай ҫынна ӗҫре ҫитӗнӳсем тума хавхалантарнӑ. Турнир пуҫланиччен унпа пӗрле ӗҫленисем тата унӑн юлташӗсем Алексей Ершов пултаруллӑ ертӳҫӗ, ырӑ чунлӑ ҫын пулнине аса илнӗ.

Ӑмӑртӑва 4 команда хутшӑннӑ. Вӑйӑ хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Патӑрьел округӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗн команди пурне те кая хӑварса турнирӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен команди иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Округри вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсен команди вара пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашкине хӑпарнӑ. 

Владимир ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *