Понедельник, 6 мая

Ун пек пуҫаруллӑ ҫын кирлех

Ун пек пуҫаруллӑ ҫын кирлех

Мӗн пӗчӗкренех спорта юратса ӳснӗскерӗн, Урмаел вӑтам шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Фидаил Рахимзяновӑн малалла ӑҫта вӗренме каясси пирки ыйту тухса тӑман. Парта хушшинче ларнӑ чухнех хӑйне вӑй-хал енчен ҫирӗплетнӗ, пур предметсемпе те аван паллӑсемпе ӗлкӗрсе пынӑ. Ҫавӑнпа та вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх институчӗн физвоспитани  факультетне ҫӑмӑллӑнах вӗренме кӗнӗ. Аслӑ вӗренӳ заведенине пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулне ӗҫлеме яраҫҫӗ.

1984 ҫултан пуҫласа вара унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ачасене спорта юратма хӑнӑхтарас, ӳт-пӗвне ҫирӗплетес енӗпе ҫыхӑнать. Ҫамрӑк специалист вӑл шкулта ҫӑмӑл атлетика, йӗлтӗр спорчӗ, футбол енӗпе секцисем йӗркелет. Ачасемпе тӗрӗс тренировкӑсем ирттерни, хавхалантарса пыни, вӗсене хӑйсен вӑйне туйма пулӑшни  «ҫимӗҫне» парать. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк спортсменсем районта иртекен ӑмӑртусенче лайӑх кӑтартусемпе палӑрма пуҫлаҫҫӗ.

Асӑннӑ шкулта виҫӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Фидаил Гадельянович Урмаел вӑтам шкулӗнче тӑрӑшма пуҫлать. Кунта та вӑл хӑй ӗҫне сӗтел ҫинчи вӑйӑсен, ирӗклӗ майпа кӗрешӳ, футбол, волейбол, баскетбол секцийӗсем йӗркеленинчен пуҫлать. Кунти спортсменсем те ҫитӗнӳсем тума тытӑнаҫҫӗ. Ачасене физкультурӑпа спорт енчен аталантарас тӗлӗшпе Ф.Рахимзянов 26 ҫул тӑрӑшать. Ҫак вӑхӑтра вӑл ҫӗршер вӗренекене спортра ҫитӗнӳсем тума пулӑшать. Нумайӑшӗ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн  ун ҫулӗпе каяҫҫӗ, физкультура воспитанийӗ енӗпе Шупашкарти, Хусанти тата ытти вӗренӳ заведенийӗсене пӗлӳ илме ҫул тытаҫҫӗ. Хӑй шкулсенче ӗҫленӗ ҫулсенче Фидаил Гадельянович спорт мастерӗн 10 ытла кандидатне хатӗрленӗ, Л.Садыков йӗлтӗр спорчӗпе, Г.Галимзянов кире пуканӗ йӑтас енӗпе спорт мастерӗсем пулса тӑнӑ.

Ачасене тарӑн пӗлӳ парас, вӗсене тӗрлӗ енлӗ аталанма пулӑшас тӗлӗшпе ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Ф.Рахимзянова 2005 ҫулта РФ вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Вӑл Физкультурӑпа спорт агентствин, ЧР физкультурӑпа спорт министерствин Хисеп грамотисене те илме тивӗҫ пулнӑ.

Шкулта ӗҫлеме пӑрахсан та вӑл физкультурӑпа спортран уйрӑлса кайман. Ялти ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарас, район, республика шайӗнче тупӑшма пултаракан командӑсем йӗркелес енӗпе нумай тӑрӑшнӑ. Волейболистсен тата футболистсен «Урмай» команди районта ирттерекен пур тупӑшусене те хутшӑннӑ, хутшӑннӑ ҫеҫ мар, пӗрре мар малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Вӑл йӗркеленӗ, хӑнӑхтарусем тунӑ чухне пулӑшса, хавхалантарса  пынӑ командӑсем ҫӗнсе илнӗ пур наградӑсене те асӑнса та пӗтереймӗн. Ӑста спортсменсем хатӗрленӗшӗн, ялти, районти  спорта аталантарассишӗн чылай вӑй хунӑшӑн Ф.Рахимзянова Раҫҫей Олимп комитечӗн, район администрацийӗн, Урмаел ял администрацийӗн Хисеп грамотисемпе, Тутарсен Чӑваш Республикинчи наципе культура автономийӗн, Чӑваш Республикинчи мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн, ЧР волейбол федерацийӗн тата ытти нумай обществӑлла организацисен Тав ҫырӑвӗсемпе, хучӗсемпе чысланӑ.

Паянхи кун та вӑл ялӑн, округӑн спортпа физкультура пурнӑҫӗнче хастар. Спорта юратакансене ӑмӑртусене хатӗрлет, турнирсем йӗркелеме пулӑшать. Обществӑлла пурнӑҫа та хастар хутшӑнать. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна маларахри созывра районти депутатсен Пухӑвӗн депутатне суйланӑ. Ҫак вӑхӑтра ял инфраструктурине аталантарас тесе чылай тӑрӑшнӑ. Озерная урамри кӗпере тӑвас ӗҫе йӗркеленӗ.

Фидаил Гадельянович ялти хисеплӗ ҫынсенчен пӗри. Унпа курса калаҫма та кӑмӑллӑ. Сӑмаха ҫилпе вӗҫтерме юратмасть вӑл. Кирлӗ пулсан канашсемпе сӗнӳсем те пама пултарать. Ҫамрӑк тренерсенчен чылайӑшӗ унран тӗслӗх илме тӑрӑшать, ҫамрӑксем те ун патнех туртӑнаҫҫӗ. Ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма, сӑмахпа та, ӗҫпе те хавхалантарма пултарни вӑл хатӗрлекен спорт командисене ҫӗнтерӳ тума пулӑшать те. Хальхи вӑхӑтра Ф.Рахимзянов Тутарсен Чӑваш Республикинчи наципе культура пӗрлешӗвӗн спорт енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗ пулса тӑрӑшать. Ӑна малашне те халӑха спортпа физкультура енне туртӑнма пулӑшас ӗҫре ӑнӑҫусем сунатпӑр. Ялта ун пек пуҫаруҫӑ, хавхалантарса пыракан кирлех.

Рафаил Минадиев,

имам,

Айнур Хамдеев,

«Урмай» командӑн  капитанӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *