Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче ЧР патшалӑх влаҫ органӗсен, ӗҫ тӑвакан федераллӑ влаҫ органӗсен территорири уйрӑмӗсен тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен XXII спартакиадипе килӗшӳллӗн волейбол вӑййин пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ.
Мероприяти Комсомольски ача-пӑча искусство шкулӗн «Островок» ушкӑнӗн илемлӗ ташшинчен пуҫланнӑ. Ӑмӑртӑва Канаш хулин, Шӑмӑршӑ, Комсомольски тата Пӑрачкав муниципаллӑ округӗсен командисем хутшӑннӑ. Хӗрӳ тупӑшура пурне те хыҫа хӑварса пирӗн округ команди мала тухма пултарнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Шӑмӑршӑсем, виҫҫӗмӗшӗнче — Пӑрачкавсем.

