Округра иртекен мероприятисенче, ӑмӑртусенче Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче вӗренекен Дмитрий Маркова час-часах курма пулать. Республикӑри тата унӑн тулашӗнчи тупӑшусене те хутшӑнать вӑл. Хутшӑнать тени тӗрӗсех мар та пулӗ, кашнинчех малти вырӑнсене ҫӗнсе илме ӑнтӑлать. Уншӑн ҫӗнтерсе призсене тивӗҫни мар, хӑйне хӑй тӗрӗслесе пӑхни, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пултарни пӗрремӗш вырӑна тухса тӑрать.
Ҫапла, тулли те тӗрлӗ енлӗ пурнӑҫпа пурӑнать арҫын ача. Шкулти вӗренӳ программине кӗртнӗ предметсемпе лайӑх вӗренсе пынипе ҫеҫ ҫырлахса лармасть. Хӑйне килӗшекен биологи, хими, математика наукисемпе тата физкультурӑпа пӗлӗвне пысӑклатас, тавракурӑмне ӳстерес тӗллевпе тӗрлӗ ҫӑлкуҫсемпе те анлӑ усӑ курать. Ҫакӑ ӑна олимпиадӑсемпе конкурссенче, вӑйӑсенче ҫитӗнӳсем тума пулӑшаҫҫӗ те. Дима Пӗтӗм Раҫҫейри предметсен муниципалитетри тапхӑрӗнче 2024 ҫулта биологипе ҫӗнтерӳҫӗ, географипе призер пулса тӑнӑ. Иртнӗ ҫул биологипе тата вырӑс чӗлхипе округра малти вырӑнсем йышӑннӑ. Кӑҫал вара географипе, математикӑпа, биологипе тата ОБЗРпа палӑрнӑ. Предметсен, шахмат тата ытти онлайн олимпиадӑсене хутшӑнса ҫӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех вӗренекен тӗрлӗ тӗпчев ӗҫӗсене те тӑтӑшах хутшӑнать.
Пӗлӗве тарӑнлатса пынӑ вӑхӑтрах ӳт-пӗвне тӗреклетес, сывлӑхне ҫирӗплетес енӗпе те нумай тӑрӑшать. Вӑл спортӑн чӑн-чӑн тусӗ. Физкультура учителӗ О.А.Кошкина ертсе пынипе спортӑн тӗрлӗ енӗсене алла илме ӑнтӑлать. Округра пулакан ҫӑмӑл атлетика, йӗлтӗрпе чупас, баскетболла тата волейболла выляс енсемпе иртекен ӑмӑртусенче арҫын ача яланах малта.
Республика шайӗнчи тупӑшусенче те Дмитрий Марков пӗрре мар малти вырӑнсем йышӑннӑ. Ҫӑмӑл атлетика тата йӗлтӗр спорчӗ енӗпе вӑл пӗрремӗш разряд нормотивне пурнӑҫланӑ, ГТО енӗпе ылтӑн значока тивӗҫнӗ.
Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн команди ҫӑмӑл атлетикӑпа «Каҫал ен» хаҫатӑн призӗсене ҫӗнсе илес енӗпе иртнӗ эстафетӑлла ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ Кунта, паллах, командӑра чупнӑ Д.Марков тӳпи те пур.
Дмитрий ҫарпа спорт, патриотизм юхӑмне хастар хутшӑннине палӑртмалла. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен «Юнармия» патриотла общество членӗ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑк армеецсен юхӑмӗнче пултарулӑхпа палӑрса тӑрать. Кӑҫалхи ҫул ун пурнӑҫӗнче паллӑ пулӑмпа асӗнче юлчӗ. Д.Марков Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче Пенза облаҫӗнче августӑн 1_21-мӗшӗсенче иртнӗ Атӑлҫи федераллӑ округӗн представительстви йӗркеленӗ «Гвардеец» ҫамрӑк армеецсен сборӗнче республика чысне хӳтӗленӗ. Унта кайма Дима хӑйӗн тӗрлӗ енлӗ аталанӑвӗпе тата пултарулӑхӗпе тивӗҫнӗ. Ку мероприятие Атӑлҫи федераллӑ округри ҫамрӑк патриотсен 14 команди тата Луганск халӑх республикинчен килнӗ чи пултаруллӑ ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем ҫарпа спортӑн нумай тупӑшӑвӗсенче хӑйсене кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Пирӗн республика команди 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ. Д.Маркова та команда кӑтартӑвӗсене лайӑхлатас енӗпе хӑйӗн тӳпине хывнӑ. Вӑл шашистсен ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Пензӑран арҫын ача пысӑк хавхаланупа таврӑннӑ, унта курни-илтни пирки тантӑшӗсене хапӑлласах каласа панӑ. Виҫ эрнере вӗсем тӗрлӗ енлӗ тупӑшусенче вӑй виҫнипе пӗрлех культурӑлла, историлле,патриотла нумай мероприятие хутшӑннӑ. Раҫҫей Геройӗсемпе, паллӑ ҫар ҫыннисемпе тӗл пулса калаҫнӑ, вырӑнти илемлӗ те пӗлтерӗшлӗ вырӑнсене ҫитсе курнӑ. Дима кунта нумай ҫӗннине пӗлнӗ, усӑллине курнӑ, тус-тантӑш тупнӑ.
Пултаруллӑ арҫын ача шкулта иртекен ӗҫсенче хастар пулнипе пӗрлех ялӑн обществӑлла пурнӑҫӗнче те маттур. Экологилле акцисенче хастар, волонтер пулнӑ май ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшас тӗлӗшпе те тӑрӑшать.
Ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ пуҫтармалла-и, маскировка сеткисем ҫыхмалла-и, окоп ҫуртисем тумалла-и, Дмитрий айккинче юлмасть ҫеҫ мар, тантӑшӗсене хавхалантарса пырать. Шкул ачисен «Территория успеха» вӗренӳ хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗнче те хастар вӑл. Каччӑ шкулта вӗренекенсен ҫарпа патриотизм центрне ертсе пырать.
Арҫын ача яланах шыравра. Хӑйӗн кӑмӑлне каякан ӗҫе тытӑнсан вӗҫне ҫитерме тӑрӑшать. Г.Н.Волков академика асӑнса ирттернӗ регионсем хушшинчи «Хавхалану» творчество фестивалӗнче «Видеофильм» номинацире призер пулса тӑни ҫакна ҫирӗплетет.
Юлташӗсене йывӑр вӑхӑтра яланах пулӑшу аллине тӑсса пама хатӗр ачана тантӑшӗсем хисеплеҫҫӗ. Шкул пӗтерсен хӑйӗн валли кирек мӗнле професси суйласа илсен те вӑл пуҫӑннӑ ӗҫе яланах вӗҫне ҫитерекен, умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа паракан ҫын пуласса шанма пур майсем те пур. Ҫавӑн валли Дмитрий хӑйне шкулта парта хушшинче ларнӑ чухнех хатӗрлет. Пур предметпа та лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пырать, спортра ҫитӗнӳсем тӑвать, обществӑлла ӗҫсенче хастар.
Ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ пуҫтармалла-и, маскировка сеткисем ҫыхмалла-и, окоп ҫуртисем тумалла-и? Дмитрий пӗр ӗҫрен те айккине юлмасть, юлташӗсене хавхалантарса пырать.
Юрий Михайлов.

