Вторник, 13 октября

Сывлӑха ҫирӗплетме спорт лапамӗ пулӑшать

Сывлӑха ҫирӗплетме спорт лапамӗ пулӑшать

Нумаях пулмасть Чӗчкен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан  тӗп шкулта  «ӑслӑ»  спорт площадкӑна  савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Мероприятие хисеплӗ хӑнасем — округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин  Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколова, Чӗчкен ял территорийӗн уйрӑмӗн начальникӗ Рева Жукова, ҫавӑн пекех вӗрентекенсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ. 

Чӗчкен тӗп шкул директорӗ Гульназ Гайнуллова республика тата муниципаллӑ округ ертӳлӗхне ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑшӑн чӗререн тав турӗ. Паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен спорт площадки   вӗренекенсем тата округра пурӑнакансем хушшинче спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑн сарма пулӑшасса шаннине палӑртрӗ.

Николай Раськин  шкул ачисене физкультурӑпа туслӑ пулма, ҫак площадкӑра куллен ӳт-пӗве ҫирӗплетсе спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.

Тӗрлӗ тренажерсем, турниксем вырнаҫтарса лартнӑ лапам ачасен хаваслӑ сассисемпе тулчӗ. Вӗсем ҫеҫ мар, ҫитӗннисем те ҫӗнӗ хатӗрсемпе усӑ курса тренировка ирттерчӗҫ. Унпа пӗрлех спорт лапамӗнче ҫак кунах вӗренекенсем мини-футбол енӗпе тупӑшрӗҫ.

Ҫак площадка нихӑҫан та пушӑ лармасса,  шкул ачисене, педагогсене, округра пурӑнакансене сывӑ пурнӑҫ йӗркипе тата спортпа ҫывӑхрах туслашма пулӑшасса шансах тӑратпӑр.

«Ӑслӑ» спорт лапамне «Спорт России» патшалӑх программин «Бизнес-спринт (Я выбираю спорт)»  федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса лартнӑ.  Тӗллев — ял ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатасси, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансен йышне ӳстересси, ачасене спорта ытларах явӑҫтарасси. 

Гелия Ярхунова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *