Иккӗмӗш кӑтартупа палӑрнӑ

Патӑрьелӗнчи «Паттӑр» спорт шкулӗнче 14—15 ҫулхи арҫын ачасем тата хӗр ачасем хушшинче армрестлинг енӗпе республика чемпионачӗ иртнӗ. Унта пирӗн округри вӗренӳ учрежденийӗсенчи пултаруллӑ спортсменсен команди те хутшӑннӑ.

Хӑйсен виҫисенче лайӑх кӑтартусем туса Айназ Сафиуллин (70 килограмм), Ильнас Шакуров (45 килограмм) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.  Анна Казакова (50 килограмм), Динара Азмуханова (70 килограмм), Максим Ильдюхин (55 килограмм), Айзат Минятуллов (65 килограмм), Михаил Шмелев (70 килограмран ытларах) иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Анастасия Латышева (60 килограмм), Фирдалия Рахимзянова (70 килограмм), Ислам Гайнуллов (50 килограмм) виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Округ команди вара пӗтӗмӗшле 2-мӗш кӑтартупа палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем медальсене, Хисеп грамотисене тивӗҫнӗ.

 Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *