Вторник, 30 апреля

Ҫуллахи спорт сезонне уҫрӗҫ

Ҫуллахи спорт сезонне уҫрӗҫ

Иртнӗ шӑматкун «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексне ҫӑмӑл атлетикӑна юратакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Стадионта  ҫак кун ҫуллахи спорт сезонне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫса округра мала тухассишӗн кросс енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Унта вӗрентӳ учрежденийӗсенче пӗлӳ илекенсем, спортпа туслӑ ҫынсем йышлӑн хутшӑнчӗҫ.

Тупӑшӑва килнисене округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Г. Кузьмин, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан В.Х.Денисов саламларӗҫ, ӑнӑҫлӑ финишсем сунчӗҫ.

2 километрлӑ дистанцире 2006—2008 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем хушшинче малти виҫӗ вырӑна Карина Ильина, Полина Парфенова, Виктория Федорова ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫак ӳсӗмри арҫын ачасенчен чи пултаруллисем Ярослав Кокорев, Максим Мышкин, Расиль Гайнуллов пулчӗҫ.

2009—2010 ҫулсенчи хӗрачасем хушшинче Милена Лукиянова 2 километрлӑ дистанцие чи малтан вӗҫлерӗ. Дарья Арсентьева иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Анастасия Лукиянова финишра виҫҫӗмӗш пулчӗ. Арҫын ачасенчен ҫак дистанцире Александр Алексеев пӗрремӗш, Кирилл Кузьмин иккӗмӗш, Сергей Петров виҫҫӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ.

18 ҫултан аслӑрах ӳсӗмри арҫынсенчен Антон Биктимиров ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Зуфар Тимаев иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Владимир Калашников виҫҫӗмӗш пулчӗ. Хӗрарӑмсенчен вара 1 км дистанцие Венера Арсентьева чи лайӑх кӑтартупа вӗҫлерӗ. Ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене Галина Кузнецовӑпа Светлана Мунтайкина йышӑнчӗҫ.

Малалла ветерансем тупӑшрӗҫ. Ҫулсенче пулсан та спортпа туслӑ пулни вӗсене ҫамрӑклатать. 55 тата унран аслӑрах ӳсӗмри хӗрарӑмсем хушшинче Раиса Сапожникова, Ольга Матвеева, 60—69 ҫулхи арҫынсенчен Владимир Гаврилов, 70 тата унран аслӑрах арҫынсем хушшинче Алексей Самаркин, Вячеслав Скворцов, Геннадий Орлов палӑрчӗҫ. Хӑйсен тӗслӗхӗсемпе ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградӑларӗҫ.

Ҫуллахи спорт сезонӗ уҫӑлчӗ. Апла пулсан сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансене спортӑн чылай енӗсемпе хӗрӳ ӑмӑртусем кӗтӗҫ.

Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *