Вторник, 13 октября

Йӗлтӗр спорчӗ кӑмӑла ҫӗклет, ҫӗнтерӳ хаваслӑх парнелет

Йӗлтӗр спорчӗ кӑмӑла ҫӗклет, ҫӗнтерӳ хаваслӑх парнелет

Иртнӗ шӑматкун йӗлтӗр спортне кӑмӑллакансем Комсомольски вӑрман уҫланкине йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Унта СССР чемпионкине Вера Черновӑна халалланӑ йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ.  

Округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова пуҫтарӑннисене спорт уявӗпе ӑшшӑн саламланӑ, Вера Чернован тӗслӗхӗпе хавхаланса дистанцие ӑнӑҫлӑн парӑнтарма, ҫӗнӗ спорт ҫитӗнӗвӗсем тума суннӑ.

Ҫак кун сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакан, усӑллӑ та активлӑ канӑва кӑмӑллакан ҫитӗннисем те, шкул ачисем те старта йышлӑн тӑнӑ. Хӗллехи вӑрманта йӗлтӗрпе ярӑнни пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Кашни ӳсӗмре, паллах, ҫӗнтерӳҫӗсене те палӑртнӑ.

2011—2012 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем хушшинчи хӗрӳ тупӑшура П.Семенова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. А.Лукиянова пьедесталӑн иккӗмӗш картлашкине, Е.Быкова виҫҫӗмӗшне хӑпарнӑ. Ҫак ӳсӗмри арҫын ачасенчен вара Р.Кураков чи малтан дистанцие парӑнтарма вӑй ҫитернӗ.                      А.Белков унран кӑштах хыҫа юлса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне М.Воробьев тивӗҫнӗ.

2009—2010 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсенчен А.Казакова ҫӗнтернӗ. А.Морозова финиша иккӗмӗш, Д.Арсентьева виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Каччӑсенчен  А.Алексеев чи маттурри пулнӑ. М.Иванов иккӗмӗш вырӑна, Н.Лисин виҫҫӗмӗшне тивӗҫнӗ. 

2007—2008 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем те хӗрӳ тупӑшура дистанцие чи малтан парӑнтарма ӑнтӑлнӑ. А.Тарасова пурне те хыҫа хӑварса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.    К.Ильинапа П.Порфенова иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Ҫак ушкӑнри каччӑсем хушшинче вара Д.Петров чи ҫивӗччи пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна тӳрех иккӗн — Ю.Курицынпа Р.Григорьев — тивӗҫнӗ. Бронза медаль хуҫи —   Р.Гайнуллов.

18 ҫултан аслӑраххисем те йӗлтӗр спорчӗпе туслӑ пулнине кӑтартса панӑ. Ҫамрӑксем хушшинче Л.Можаева ҫӗнтерӳҫӗ медальне тивӗҫнӗ. И.Басникова дистанцие иккӗмӗш парӑнтарнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара —  Т.Вунберова. Ҫак ӳсӗмри арҫынсем хушшинче В.Калашникова ҫитекен пулман. В.Николаев пьедесталӑн иккӗмӗш картлашкине, С.Белков виҫҫӗмӗшне хӑпарнӑ. 

55—69 ҫулсенчи арҫынсем хушшинче те хӗрӳ тупӑшу иртнӗ. З.Тимаев пуринчен те ҫивӗччи пулса 1-мӗш вырӑна тухнӑ. В.Матвеев дистанцие иккӗмӗш, И.Абдюшев виҫҫӗмӗш парӑнтарнӑ.

55 ҫулти тата аслӑрах хӗрарӑмсем хушшинче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн учителӗсем чи пултаруллисем пулнӑ. Р.Автономова финиша пӗрремӗш ҫитнӗ, Т.Лапшинапа Е.Пушкарева иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ.

Ҫак хӗллехи кун аслӑ ӳсӗмрисем те йӗлтӗр сырса старта тӑнӑ. Вӗсем ҫулӗсене кура мар ҫирӗп вӑй-халлӑ, ӑста пулнине кӑтартса тӗллев патне ӑнтӑлнӑ. Ҫак ушкӑнра Н.Ятманов дистанцие чи пӗрремӗш парӑнтарса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — А.Давыдов, виҫҫӗмӗшӗнче — А.Самаркин. Палӑртма кӑмӑллӑ: ветерансем пӗр ӑмӑртуран та айккинче тӑрса юлмаҫҫӗ, хӑйсен тӗслӗхӗпе ҫамрӑксене спортпа тата та ҫывӑхрах туслашма хавхалантараҫҫӗ.

Мала тухнӑ спортсменсене медальсемпе тата Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсен шутне кӗрейменнисене вара пуҫ усма сӗнместпӗр, мӗншӗн тесен ҫывӑх вӑхӑтрах сирӗн тепӗр ӑмӑртӑва хутшӑнса пултарулӑхӑра кӑтартма май пур. Февралӗн 8-мӗшӗнче округра «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2025» иртет. Пурне те хӗллехи вӑрманта ҫутҫанталӑк илемӗпе киленсе йӗлтӗрпе ярӑнма йыхравлатпӑр!

Наталья  Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *