Понедельник, 6 мая

Вырӑнта та ӑмӑртусем йӗркелемелле

Вырӑнта та ӑмӑртусем йӗркелемелле

Тивӗҫлӗ канӑва кайнисен ӗмӗрне вӑрӑмлатма, спортпа туслаштарма хавхалантарас тӗллевпе Раҫҫейри «Пенсионерсен союзӗ» обществӑлла организаци май килнӗ таран тӑрӑшать. Ҫак тӗллевпех «Спортивное долголетие» спартакиада йӗркелет те. Ҫулсем иртсен те чун ватӑлмасть. Кунсерен хусканусем туни, ҫуран е йӗлтӗрпе чупни, велосипедпа ҫӳрени кашни ватӑ ҫыннах кирлӗ. Пысӑк кӑтартусемшӗн мар, сывлӑха ҫирӗплетес тӗлӗшпе ӑмӑртусене хутшӑнни те лайӑх. Ҫынсене куратӑн, хӑвна тӗрӗслесе пӑхатӑн. Кунта пӗр сиен те ҫук. Пирӗн округра ҫакна ӑнланакансем пур, анчах та вӗсен йышӗ нумаях мар. 

Февраль пуҫламӑшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче республикӑра иртекен спартакиадӑна хатӗрленес енӗпе ӑмӑртусем йӗркеленӗччӗ. Ҫакӑн ҫинчен малтанах пӗлтернӗччӗ. Шел пулин те, шахмат вӑййине 6 арҫын анчах хутшӑнчӗ, хӗрарӑмсем пулмарӗҫ те. Шывра ишес енӗпе 2 хӗрарӑм ҫеҫ ӑмӑртӑва хутшӑнчӗ. Бассейна ҫӳрекенсем нумай, анчах та тупӑшусенче пулмаҫҫӗ. Ку енӗпе Хӗрлӗ Чутай тата ытти округсенчи ватӑсем маттур. Унти ҫынсемпе калаҫатӑп та, вӗсем хапӑлласах ветерансем хушшинче ирттерекен ӑмӑртусенче пулаҫҫӗ. Пирӗн округри пенсионерсем юлашки вӑхӑтра мӗншӗн спортран айккине пӑрӑнаҫҫӗ? Кашни ялтах тивӗҫлӗ канура пулсан та хӑйсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансем пуррине пӗлетӗп эпӗ. Вӗсемшӗн спорт ӑмӑртӑвӗсем те ют мар. Анчах та ӑмӑртусене килме наянланаҫҫӗ. Пирӗн район, округ яланах республика шайӗнче спортпа лайӑххисен йышӗнче пулнӑ. Спартакиада йышне кӗртнӗ хӑш-пӗр енсемпе ҫителӗклӗ таран ҫын хутшӑнманни тепӗр енпе тунӑ лайӑх кӑтартӑвах начар енчен витӗм кӳрет.

Ялсенче культура ҫурчӗсем пур. Вӗсенче сӗтелҫи теннисӗпе, шашка-шахматпа, дартспа тата ытти спортӑн ансат енӗсемпе ӑмӑртусем йӗркелеме май пур. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен, культура ӗҫченӗсен, ветерансен совечӗсен ертӳҫисен ҫакӑн пирки шутласа пӑхмаллах. Ҫӗнтерӳҫӗсем округ шайӗнче, республикӑра ӑмӑртма пултарӗҫ. Округӑн пӗрлештернӗ командин кӑтартӑвӗсем те лайӑхланӗҫ.

Февраль уйӑхӗнче Канаш районӗнчи Шӑхасанти «Импульс» спорт комплексӗнче спартакиада йышне кӗртнӗ спорт енӗсемпе ӑмӑртусем пулса иртрӗҫ. Унта пирӗн округ команди те хутшӑнчӗ. Шывра 50 метра ишес енӗпе Н.И.Андреев (Шурут) тата Р.В.Сапожникова (Аслӑ Ҫӗрпӳел)  хутшӑнчӗҫ. Шахматла В.В.Смирнов (Кӗҫӗн Каҫал) тата Е.П.Васильева (Комсомольски) вылярӗҫ. ГТО нормипе ҫыхӑннӑ енсемпе В.М.Гавриловпа мӑшӑрӗ Галина Михайловна (Шурут) ӑмӑртрӗҫ. Дартс вӑййисенче Н.И.Андреев, Р.В.Сапожникова, В.М.Гаврилов, Г.М.Гаврилова  тупӑшрӗҫ. Пӗтӗмӗшле илсен япӑх мар кӑтартусем турӗҫ.

Малалла спартакиадӑра ытти спорт енӗсемпе те ӑмӑртмалла пулать. Вӗсене округри ветерансем хастартарах хутшӑнасса шанас килет.

Василий Пундяков,

спорт ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *