Пӗчӗклех маттур

Пӗчӗклех маттур

Урмаел вӑтам шкулӗнче вӗренекен Салих Сахров 8 ҫулта анчах-ха. Апла пулин те вӑл спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тунипе палӑрса тӑрать. Иртнӗ ҫул вӑл Хусанта  хӗллехи дуатлон енӗпе иртнӗ ӑмӑртура 1-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Мускавран акватлон ӑмӑртӑвӗнчен 2-мӗш вырӑнпа таврӑннӑччӗ.

Нумаях пулмасть вӑл Сочи хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Лига триатлона. Дети» ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Хӑйӗн ӳсӗм ҫулӗсенчи спортсменсемпе ӑмӑртса дуатлон енӗпе 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Халӗ Салих асӑннӑ тупӑшӑвӑн Волгоградра иртекен 3-мӗш тапхӑрне хутшӑнма хатӗрленет. Пултаруллӑ ачана унта та ӑнӑҫу сунатпӑр.

Нежметдин Сахров.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *