Вторник, 13 октября

200 ытла ҫын ӑмӑртнӑ

200 ытла ҫын ӑмӑртнӑ

«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пенсионерсен «За активное долголетие» XIII Спартакиадин финал тапхӑрӗ пулни ҫинчен хаҫатӑн иртнӗ номерӗнче ҫырса пӗлтернӗччӗ, анчах та ӑмӑртусем час вӗҫленменнине кура ҫӗнтерӳҫӗсемпе паллаштарма май килмерӗ. Халӗ вара тӗплӗнрех ҫырса кӑтартар.

Пенсионерсен спартакиадин чи малтанхи тапхӑрӗ февральтех иртнӗ. Ун чухне аслӑ ӳсӗмри спортсменсем шахмӑтла тата сӗтелҫи теннисӗлле выляса тупӑшнӑ. Финал тапхӑрӗнче вара шывра ишессипе, тӗл перессипе, ҫӑмӑл атлетикӑра, дартс вӑййинче тата хутӑш эстафетӑра вӑйӗсене тӗрӗсленӗ.

Мероприятие республикӑри 200 ытла ҫын хутшӑннине кура ҫӗнтерме пӗрре те ҫӑмӑл пулман. Апла пулин те пирӗн округ спортсменӗсем пултарулӑхне тивӗҫлӗн кӑтартса панӑ, спортӑн уйрӑм тӗсӗсенче призерсен шутне кӗнӗ. Акӑ, шывра ишессипе арҫынсем хушшинче пирӗн спортсменсем иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Дартс вӑййинче те пирӗн команда пьедесталӑн иккӗмӗш картлашкине хӑпарнӑ. Хутӑш эстафетӑра округ спортсменӗсем чи маттуррисем пулса пурне те хыҫа хӑварнӑ. Шел пулин те, пӗтӗмлетнӗ кӑтартусемпе вӗсен призерсен шутне кӗме май килмен.

Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ спорт ветеранӗсем «ылтӑна», Шупашкарти Калинин районӗн спортсменӗсем «кӗмӗле», Шупашкар округӗнчен килнӗ команда «бронзӑна» тивӗҫнӗ.

Республика тапхӑрӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командине тума планлаҫҫӗ. Вӑл пенсионерсен спартакиадин Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртӑвне хутшӑнӗ. 

Василий ПУНДЯКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *