Республика тулашӗнче палӑрнӑ

Республика тулашӗнче палӑрнӑ

Нумаях пулмасть Мари Элта С.Н.Бутяков ячӗпе каратэ енӗпе республикӑн уҫӑ ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ.

Унта пирӗн округри ачасемпе ҫамрӑксен «Кӗтне» спорт шкулӗн спортсменӗсем те хутшӑннӑ. Андрей Самарин 63 килограмм виҫеллисем хушшинче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Юлия Акчурина 32 килограмм таранхи виҫере иккӗмӗш пулнӑ. Савелий Скворцов ҫак виҫерех виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Каратэ пирӗн округра аталанса ҫеҫ пырать-ха. В.В.Акчурин тренер воспитанникӗсем пысӑк ҫитӗнӳсем туни савӑнтарать.

Валерий Денисов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *