Вторник, 13 октября

Ҫӗршыври биатлонистсем тупӑшӗҫ

Сентябрӗн 17, 19 тата 20-мӗшӗсенче Шупашкар хулинче «Альфа-Банк Чемпионат России по биатлону» ӑмӑртусем иртеҫҫӗ.

Раҫҫейри вӑйлӑ биатланистсен тупӑшӑвне сентябрӗн 17-мӗшӗнче 13.30 минутра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫаҫҫӗ. Ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсен пултарулӑхне курас текенсем Шупашкарти Пӑр аренине тата 15-мӗш Олимп резервӗсен спорт шкулне ҫитме пултараҫҫӗ. Вӗсене тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

Ҫӗршыв шайӗнчи тупӑшусем хӗрӳ пулӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *