Понедельник, 6 мая

Ентеш ячӗпе – турнир

Ентеш ячӗпе – турнир

Мухтавлӑ ентеш, Владислав Ильин вице-адмирал парнисемшӗн волейбол енӗпе ирттерекен турнир йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӑл  мартӑн 7-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче иртрӗ. Унта 2008—2009 ҫулсенче ҫуралнӑ пирӗн округри хӗрсемсӗр пуҫне Шупашкар, Елчӗк, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Патӑрьел муниципаллӑ округӗсенчен килнӗ спортсменкӑсем тупӑшрӗҫ.

Ӑмӑртӑва  округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫрӗ, ҫамрӑк волейболисткӑсене тупӑшусенче ӑнӑҫу сунчӗ. Салам сӑмахӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ Н.Ф.Гаврилов генерал-лейтенант, Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ, ҫар ветеранӗ И.М.Вершинин, «Кӗтне» ентешлӗх представителӗсем,  турнир спонсорӗ, предприниматель В.Е.Михеев, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева тухса калаҫрӗҫ.

Тупӑшусем хӗрӳ те интереслӗ иртрӗҫ, кашни командах ҫӗнтерӳшӗн ӑнтӑлчӗ. Пысӑк ӑсталӑхпа выляса Комсомольски округӗн хӗрсен команди куҫса ҫӳрекен кубока ҫӗнсе илме пултарчӗ. Йӗпреҫ округӗнчен килнӗ спортсменсем икккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Патӑрьелсен команди виҫҫӗмӗш пулчӗ.

Волейбол площадкинчи хӗрсене куракансем хавхалантарсах пычӗҫ. Вӑйӑсем пуриншӗн те интереслӗ иртрӗҫ.

Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *