/Малалли/.
— Ну, эсӗ мана хаҫатра саламласа ял халӑхне калаҫмалли тупса патӑн. Атя, ирт картишнелле, урамра калаҫса тӑрар мар, — шурӑ кӗл чечексен шӑршипе киленсе хапхана уҫрӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ.
Тӗлӗнмелле: тепӗр чухне темле тӑрӑшсан та ҫынпа калаҫу сыпӑнса каймасть. Валерӑпа вара аса илмелли тупӑнсах пычӗ. Ҫӗр-ҫӗр аса илӳ. Черчен ачалӑх, ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх куҫ умне тухса тӑчӗҫ. Валера Наташа унӑн пурнӑҫӗнчи пӗрремӗш юрату пек ҫырӑнса юлнине, чунра упранакан ӑшӑ туйӑм ҫулсем иртсен те иксӗлменнине пытармарӗ.
— Пире пӗрле пулма Турӑ пӳрмерӗ. Вӑл этем пурнӑҫне те хӑй пӗлнӗ пек тӗрӗс йӗркелесе пырать. Упӑшкапа питӗ ӑнчӗ мана, тавах Турра.., — терӗ Наташа Валерӑна куҫран пӑхса.
— Эпӗ те кун-ҫулӑма ӳпкелеместӗп. Манӑн мӑшӑрӑм та ырӑччӗ, ҫепӗҫчӗ. Анчах мана яланлӑхах хӑварчӗ. Эсӗ те пӗччен юлнӑ. Ку — пурнӑҫ саккунӗ, ӑна эпир ниепле те улӑштараймастпӑр. Пурнӑҫ вара малаллах шӑвать. Пӗччен пурнӑҫ тунсӑха путарнине пӗр ҫултанах ӑнлантӑм. Эсӗ вара пилӗк ҫул савнӑ ҫынсӑр. Ватлӑхра ҫывӑх юлташ пулни чӑрмантармӗ. Турӑ пилленӗ кунсене савӑнса ирттерер.
— Чӑннипех те аван ҫумра юлташ пулни. Анчах хӗрарӑмпа арҫын хушшинче туслӑх пур-ши? — иккӗленчӗ хӗрарӑм.
— Паллах, ачаран пӗрле ҫитӗннӗ, пӗрле шкула чупнӑ ҫынсем пӗр-пӗриншӗн ют пулмаҫҫех. Тепӗр тесен, пирӗн пӗр-пӗрин патне ырӑ та ӑшӑ туйӑмсем ун чухнех ҫирӗпленнӗ, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ арҫын.
Наташа сӑмах чӗнмерӗ. Ҫумра юлташ кирлине лайӑх ӑнланать вӑл, анчах ҫамрӑк чухнехи юрату ҫӗнӗрен амаланмӗ-ши? Таса юратӑвӑн кӑвайтне кӑшт кӑна турпас хумалла – тӳрех ялкӑшма пуҫлать.
— Пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ҫӗнӗ кунӑн кашни саманчӗпе савӑнмалла. Ватӑ мар-ха эпир. Ӗмӗтсем те пысӑк, ҫунатлӑ. Акӑ, Шупашкарта хваттер туянасшӑн, — малалла калаҫрӗ Валера.
Наташа, чӗринчи ыратӑвӗ пирки 5 ҫул никама та каламанскер, пӗрле вӗреннӗ тусне нимӗн пытармасӑр чунне уҫрӗ. Чӑн-чӑн ҫывӑх ҫын вӗт вӑл, ҫур сӑмахранах ӑнланать.
— Кашни кунах мар пулин те тӗл пулӑпӑр-ха. Телефонпа вара нумайччен калаҫма пулать. Кил хуҫалӑхра арҫын ӗҫӗсене тума пултаратӑп. Хулара пурӑнсан та хресчен ачи пулнине манман. Стройка ӗҫӗнче те тӗшмӗртетӗп. Кала кӑна. Мӗн юсамалла унта санӑн? — кайма тӑнӑ чухне ҫирӗппӗнех каларӗ Валера.
— Юрӗ, юрӗ, пӗлтерӗп. Кил хушшинче арҫын ӗҫӗсем тупӑнма пуҫларӗҫ. Вася хӑй вӑхӑтӗнче кашни япалана тӗплӗ тунӑ пулсан та, кивелеҫҫӗ, — хӑнана ӑшшӑн ӑсатрӗ Наташа.
Ҫак тӗлпулу хыҫҫӑн вӑл хӑйне ҫунат хушнӑн туйрӗ. Мӗн ҫинчен кӑна калаҫмарӗҫ-ши, мӗн пирки кӑна шӳтлемерӗҫ-ши халӗ вӗсем телефонпа ҫыхӑнсан? Коля килеймен чухне кил картишӗнчи ӗҫсене те иккӗшех пурнӑҫларӗҫ.
— Хваттер туянтӑм. Ҫӗнӗ сӗтел-пукан кирлӗ. Тен, чи лайӑххине суйласа илме пулӑшӑн? — пӗрре ир-ирех шӑнкӑравларӗ Валера.
— Паллах пулӑшап.
— Апла сан патна часах ҫитӗп…
— Хӑв мана нумай ӗҫлесе пулӑшрӑн. Эпӗ те хваттерне хӗрарӑм куҫӗпе пӑхса илеп, — пӗр ютшӑнмасӑр калаҫрӗ Наташа.
Унччен те пулмарӗ — каллех телефон шӑнкӑртатрӗ.
— Анне, ку эрнере пыраймастпӑр. Ҫемьепе кӑнтӑра канма каясшӑн. Килти ӗҫсен пурнӑҫлама Валера тете пулӑшӗ-ха. Анне, Турӑ пурах ҫав, сана ҫывӑх юлташ ярса пачӗ. Атя, чипер, — тесе сыв пуллашрӗ те Ирина телефонне сӳнтерчӗ.
Ачасене ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗк чухне кӑна кирлӗ ҫав. Ӑшӑ йӑваран вӗҫсе тухсан тӑван киле питӗ тӑтӑшах килмеҫҫӗ. Наташа хӗрӗпе ывӑлӗ амӑшӗн ҫӗнӗ тусне лайӑх йышӑннӑшӑн малтанах тӗлӗнчӗ те.
Ватлӑхра сӑмах-юмах ваклама ҫын кирлине лайӑх ӑнланаҫҫӗ ҫав вӗсем. Пӗччен ухмахах тухма пулать вӗт.
— Валера, эсӗ яла таврӑниччен мана тӗлӗкре пӗр сӑнар тӑтӑшах курӑнатчӗ. Мана пулӑшасшӑн, ӑшшӑн калаҫасшӑн… — сӑмах пуҫарчӗ Наташа ҫул ҫинче.
— Арӑм чире пула вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсен чи малтанах куҫ умне эсӗ тухса тӑтӑн. Мӑшӑру аварире вилнине илтнӗччӗ. Каҫар та, санӑн шӑпупа интересленсех тӑнӑ эпӗ. Питӗ пӑшӑрхантӑм ун чухне. Мӑшӑрсӑр ҫын ҫунатсӑр кайӑк пулнине халь кӑна ӗнентӗм. Ҫумра юратакан ҫын ҫук пулсан этем ытла та тӑлӑх. Паллах, манӑн ачасем, мӑнуксем пур, анчах вӗсен хӑйсен ҫемйи, шухӑшӗ-кӑмӑлӗ. Арӑм ҫӗре кӗнӗренпе ҫулталӑк иртсен тӑван тӑрӑха таврӑнтӑм. Сан пирки ыйтрӑм та эсӗ халӗ те пӗччен пулнине пӗлтӗм. Чӗре ҫамрӑк чухнехи пек ялкӑшма пуҫларӗ, — пит-куҫӗ савӑнӑҫпа ҫиҫнине пытармарӗ Валера.
— Вӑй-хал иксӗлсе пынӑ чухне те пӗччен йывӑр, ватлӑх енне кайсан — пушшех те. Ачасене хамӑр ҫума ҫыхса хураймӑн. Кирлӗ те мар апла тума…
Иккӗшне пӗрле питӗ лайӑх пулнине туйрӗҫ. Анчах ҫынсем ӑнланӗҫ-и вӗсен туслӑхне? Ҫын ҫӑварӗ хапха мар, хупса хураймӑн. Хальччен хӑй ҫинчен калаҫтарман-ха Наташа. Халӗ те нимӗн начарри тумасть, анчах килӗ умӗнче ют арҫын вутӑ ҫурнине куракансен чӗлхи сӳтӗлет ҫав. Теприсен чунне кӗве те ҫиет пулӗ, мӗншӗн тесен ялта пӗччен хӗрарӑм сахал мар. Анчах Наташа пек упӑшкинчен ир тӑлӑха юлнисем ҫук. Валера тупӑннӑранпа хӑйне хӳтлӗхлӗ туйрӗ вӑл. Юн пусӑмӗ те хӑпармарӗ, чӗри те лӑпкӑн тапрӗ. Наташӑн хитре ҫи-пуҫ тӑхӑнас, илемлӗ курӑнас килчӗ. Мӗн те пулин сиксе тухсанах ӗлӗкхи тусӗ патне шӑнкӑравлать, ыйтса пӗлет. Чӑн-чӑн юлташ вӑл. Чӑннипех те Турӑ ярса пачӗ пуль ӑна.
— Хӗрарӑмпа арҫын хушшинчи туслӑх пулма пултарнине ҫын каласан ӗненмӗттӗм, — терӗ Наташа хулана кайнӑ чухне.
— Туслӑх, юрату… Чи илемлӗ сӑмахсем. Ҫамрӑклӑхри чи ачаш та ҫепӗҫ туйӑмран вӑтанмалла мар пирӗн. Питӗ ырӑ-ҫке чӗрере, епле хитре тӗнче.., терӗ те чун хавалӗнчен янӑравлӑн кулса, ҫав вӑхӑтрах тунсӑхлӑн юрласа ячӗ Валера:
…Тринк-тринк тӑрнасен сасси
Чӗрене ҫурса икке пайлать.
Лӑпланма пуҫланӑ ман чӗре
Чӗрӗлсе ҫӗн хут асапланать…
Валентина Кириллова.

