Вторник, 13 октября

Хӑтлӑ шкулта вӗренме те, ӗҫлеме те аван

Хӑтлӑ шкулта вӗренме те, ӗҫлеме те аван

Ҫак кунсенче Урмаел вӑтам шкулӗ 160 ҫулхи ҫуралнӑ кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллӑ турӗ.  Ҫак вӑхӑтра шкул тӗрекленсе илемленнӗ, пурлӑхпа техника базине пуянлатнӑ, педагогсем мӗн чухлӗ ачана шкул алӑкне уҫса кӗртнӗ,   вун-вун вӗренекене хӑйӗн сӑпкинче сиктернӗ, пултаруллӑ, паллӑ ҫынсене пӗлӳ панӑ.  Паян вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенче пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ. Чӑннипех те пуян историллӗ Урмаел вӑтам шкулӗ.

Ҫуралнӑ кун ячӗпе вӑтам шкул коллективне округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгения Соколова, Чӑваш Республикин  Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, вӑтам шкул директорӗ Фениз Камалтдинов, Тутарстан республикинчен килсе ҫитнӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри Тутарсен конгресӗн ертӳҫин ҫумӗ Сулейман Рахимов тата ыттисем саламларӗҫ.

Юрри-ташши, салам сӑмахӗсем чылай пулчӗҫ ҫак кун. Пуҫаруллӑ, маттур педагогсене, вӗренекенсене палӑртса хӑварчӗҫ. Ӗҫри, вӗренӳри ӳсӗмсене цифрӑсемпе фактсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Учительсем, ачасем конкурссенче,  олимпиадӑсенче,  фестивальсенче, мероприятисенче яланах хастарлӑхпа палӑраҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш республики,  Тутарстан республики, Раҫҫей шайӗнчи конкурссене, фестивальсене тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ. Педагогсемпе вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗсем те сахал   мар. Чылай чухне малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ е призерсен йышне кӗреҫҫӗ.  

Унсӑр пуҫне вӑтам шкулта пӗлӳ илекенсем патшалӑх экзаменӗсене ҫӳллӗ шайра, лайӑх паллӑсемпе тытаҫҫӗ. Шкултан вӗренсе тухакансенчен 70 проценчӗ аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ пухать. Ҫакӑ пӗтӗмпех  вӗсем шкулта тарӑн та паха пӗлӳ илнипе ҫыхӑннӑ. Вӗренекенсене вӑтам шкулта тарӑн  пӗлӳ илме пур услови те ҫителӗклӗ. Кунта ятарлӑ лапамсем пур, тӗрлӗ пӗлӳ класӗсем ӗҫлеҫҫӗ.

Урмаел вӑтам шкулӗ ҫулран ҫул аталантӑр, ачасен хавас сасси шкула илем кӳтӗр!  

Паянхи кун Урмаел вӑтам шкулӗнче 37 педагог тӑрӑшать. Вӗсенчен 19-шӗ — аслӑ  квалификациллӗ, 9-шӗ — пӗрремӗш квалификациллӗ учитель. Унсӑр пуҫне педагогсенчен чылайӑшӗ Чӑваш республикин тата Тутарстан республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ ята тивӗҫнӗскерсем.   Вӗсем 331 ачана пӗлӳ параҫҫӗ.

Гелия Гинатуллина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *