Вторник, 13 октября

Хамӑрӑннисене шанатпӑр, ҫӗнтерме сунатпӑр

Республикӑра  регионта пӗррремӗш хут иртекен «Берегиня села»  преми валли заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Ку наградӑна  Чӑваш Республикинчи Ял хуҫалӑх, Культура министерствисем тата Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗ ҫирӗплетнӗ. Унпа республикӑри яллӑ вырӑнсенче пурӑнакан, унта пурнӑҫ илемлӗ те хӑтлӑ пултӑр,  ӗҫсем тухӑҫлӑ пыччӑр тесе тӑрӑшакан пултаруллӑ хӗрарӑмсене чыслама палӑртаҫҫӗ.

Премисем 10 номинаципе пулаҫҫӗ. Вӗсем ял пурнӑҫӗн тӗп сферисене пырса тивеҫҫӗ. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакан маттур та пуҫаруллӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем «Берегиня села»  премире палӑрасса шанатпӑр. Вӗсемпе кӗскен паллаштаратпӑр.

«Сила характера» номинацире Ирина Скворцова округ чысне хӳтӗлет. Вӑл округри  Пӗрлехи диспетчер службин аслӑ дежурнӑйӗ. «Надежная опора» номинацире медицина ӗҫченӗсем, фельдшерпа акушер пункчӗсенче тӑрӑшакансем, тухтӑрсем тата социаллӑ службӑсен  сотрудникӗсем тупӑшаҫҫӗ. Ҫавна май ку номинацире округ чысне Диана Коновалова  тухтӑр-терапевт хӳтӗлет. Вӑл район тӗп больницин тухтӑрӗ, поликлиника заведующийӗ.

Ялсенче пурӑнакансене аталанма пулӑшакан, хӑйсем патне туртакан  педагогсем, библитотекарьсем, культура ӗҫченӗсем валли  «Душа сообщества» номинаци ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ номинацие  округ администрацийӗн культура, туризм тата архив ӗҫӗсен уйрӑмӗн начальникӗ Дария Грибова хутшӑнать.

Хастар хӗрарӑм-агрономсене, зоотехниксене, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен  ертӳҫисене  «Хозяйка земли» номинацире палӑртӗҫ. Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пылак ҫӗр ҫырли  ҫитӗнтерекен    Дарья Кашкарова шӑпах ҫак номинацие хутшӑнать.

Ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тума  тӑрӑшакан, ялсен территорисене аталантаракан предпринимательсемпе ертӳҫӗсене «Созидательница» номинацире хаклӗҫ. Айгель Мифтахутдинова шӑпах асӑннӑ номинацире палӑрать. Вӑл \ҫулӗсене кура мар маттур, пуҫаруллӑ.  Паянхи кун  вӑл  хӑна ҫуртне, ресторана ӑнӑҫлӑ ертсе пырать.  

Ял пурнӑҫне туллин ҫутатакан, унти ӗҫсене кӑтартса паракан журналистсемпе блогерсем валли — «Голос села» номинаци.  Ку номинацире —  Наталья Архипова. Вӑл округ пуҫлӑх.ӗн пресс-секретарӗ.

Ҫемье институтне ҫирӗплетес енӗпе сумлӑ тӳпе хывакан нумай ачаллӑ амӑшӗсене, ачасене усрава илнӗ хӗрарӑмсене «Мудрость материнства» номинацие халалланӑ. Кунта пирӗн Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче ӗҫлекен Валентина Филиппова педагогшӑн  сасӑламалла.

«Горизонты развития»  номинацие округ администрацийӗн экономика  тата инвестици ӗҫӗн секторӗн заведующийӗ  Оксана Козина хутшӑнать. 

Округри  «Навигаторы детства»  проект  координаторӗ Ксения Лукиянова  «Энергия нового пути» номинаци участникӗ.  Вӑл ҫамрӑк, хастар, вӗренекенсемпе педагогсене хавхалантаракан  ертӳҫӗ. 

Хӑйсем пурӑнакан вырӑн сӑн-сӑпатне лайӑхлатас енӗпе нумай ӗҫ тӑвакан территорисенчи обществӑлла хӑйтытӑмлӑх управленийӗн активисчӗсем, волонтерсемпе ыр кӑмӑллӑх кӑтартакансем  «Благое  деяние» номинацире пӗрлешӗҫ. Кунта Минфенисе Прохорова волонтер  хутшӑнать.

Пӗтӗмлетӳсем тунӑ чухне обществӑлла шухӑш-кӑмӑл ҫине пысӑк витӗм тӑваҫҫӗ. Ҫавна май  «ВКонтакте» социаллӑ сетьре  округ чысне хӳтӳлекенсене ырламалла, лайк лартмалла. Эсир, пурте хастар пуласса шанатпӑр.

Преми лауреачӗсене октябрӗн 16-мӗшӗнче, Ял хӗрарӑмӗн кунӗнче,   палӑртаҫҫӗ. Чи маттурисем  ҫӗнтерӳҫӗсем йышӗнче пуласса шанса тӑратпӑр.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *