Воскресенье, 22 ноября

Хӗрӗх ҫул ытла руль умӗнче, ҫул ҫинче

Хӗрӗх ҫул ытла руль умӗнче, ҫул ҫинче

Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенче вӑтам шкул пӗтернӗ каччӑсенчен чылайӑшӗ ДОСААФӑн авто шкулӗнче вӗренсе тухма ӗмӗтленнӗ. Киров поселокӗн ҫамрӑкӗ Валерий Волков та ҫак тӗллевпе юлташӗсемпе Канаша ҫул тытнӑ. Унта водитель правине илнӗ хыҫҫӑн Комсомольскинчи «Агропромхимия» пӗрлешӳре бензовоспа ӗҫленӗ. Унтанпа  вӑл 45 ҫул вӑл руль умӗнче.

Ҫар служби В.Волкова Афганистан ҫӗрӗ ҫине илсе ҫитернӗ. Кунта вӑл артиллери полкӗнче службӑра тӑнӑ. «Урал» автомашина никӗсӗ ҫинче вырнаҫтарнӑ «Град» установкӑна авӑрлаканӗ пулнӑ. Автомашинӑна та хӑй тытса пынӑ. Унӑн ҫапӑҫусене те хутшӑнма тивнӗ. 1982 ҫулхи кӗркунне ҫар тумӗ тӑхӑнса  ӑна 1985 ҫулхи февраль уйӑхӗнче ҫеҫ хывать.

Яла таврӑнсанах «Россия» колхозра ӗҫлеме пуҫлать. Кунта ӑна «ГАЗ-52» автомашина шанса параҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра  колхоз районта пысӑк хуҫалӑх шутланнӑ. Машинӑпа трактор паркӗнче техника та нумай пулнӑ. Вуншар тракторпа автомашина валли ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ӗҫ тупӑннӑ. Ҫавӑнпа та трактористсен те, водительсен те куллен рейса тухма тивнӗ. Ҫу кунӗсенче хиртен ял хуҫалӑх продукцине турттарнӑ. Кӗркунне Канашран ҫӗркӑмрӑкӗ, вӑрмантан вут-шанкӑ илсе килнӗ.  Ҫав ҫулсенче колхоз та, уйрӑм ҫынсем те строительство  ӗҫӗсем нумай тунӑ. Кирпӗч, хӑйӑр, пӗренесемпе хӑмасем тата ытти япаласем кирлӗ пулнӑ. Транспорт хатӗрӗсем вӗсене тиесе килме инҫе ҫула та тухнӑ. Район центрӗнчи предприятисем те вӑл вӑхӑтра колхозсемпе килӗшӳсем ҫырса унти техникӑна тӗрлӗ ӗҫ тума явӑҫтарнӑ. Валерий Дмитриевич хӑйне шанса панӑ автомашинӑна яланах юсавлӑ тытнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл яланах ҫула тухма хатӗр пулнӑ. «Россия»  колхозрах вӑл автобуспа та ӗҫленӗ. 80-мӗш ҫулсенче правленипе профком ӗҫченсене культурӑллӑ канма экскурсисем нумай йӗркеленӗ. Ҫынсене В.Волков Шупашкара спектакльсем курма, ытти хуласенчи паллӑ вырӑнсене час-часах илсе кайнӑ.

1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче «Россия» колхоз темиҫе пая пайланнӑ. Киров поселокӗнче пурӑнакансем хӑйсем колхоз туса хунӑ. Валерий Волков УАЗ автомашинӑпа ҫак хуҫалӑх ертӳҫине турттарма пуҫланӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗнче унӑн Канаш администрацийӗнче те водительте ӗҫлеме тивнӗ.

Кирек ӑҫта тӑрӑшсан та хӑйне шаннӑ ӗҫе пахалӑхлӑ та вӑхӑтра пурнӑҫланӑ. Юсавлӑ техникӑпа ҫеҫ ҫул ҫинче шанчӑклӑ пулнине ӑнланса ӗҫлет.

40 ытла ҫул хушши автомашинӑпа ҫӳресе унӑн темӗнле лару-тӑрура та пулма тивнӗ пулӗ. Йывӑрлӑхсене парӑнтарса, чӑрмавсене ҫӗнтерсе пынӑ. Ҫула тухсан йӗркене ҫирӗп пӑхӑнса, ытти водительсене хисеплесе  ҫӳренӗ.

Хастар ӗҫшӗн В.Волков сахал мар Хисеп грамотисемпе паллӑсене, Тав сӑмахӗсене тивӗҫнӗ.

2020 ҫултанпа Валерий Дмитриевич Комсомольскинчи тӗп больницӑра водитель пулса тӑрӑшать. Тӗп тухтӑра турттарнипе пӗрлех  ӑна автобус та шанса панӑ. Унпа вӑл медицина ӗҫченӗсемпе час-часах ялсене тухса ҫӳрет. Юлашки ҫулсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе ӗҫе кӗртнӗ «Сывлӑх патне утӑм» проектпа ирттерекен мероприятисене тӑтӑшах хутшӑнать. Тӗп больницӑри медицина ӗҫченӗсене палӑртнӑ вырӑна вӑхӑтра илсе ҫитерет.

«Пирӗн вӑхӑтри ҫынсем ачаран ӗҫе юратса ӳснипе пӗрлех яваплӑха та туйнӑ. Пуҫӑннӑ  тӗллеве вӗҫне ҫитерме хӑнӑхнӑ. Ҫакӑ вӗсене малашнехи пурнӑҫӗнче питӗ кирлӗ пулнӑ. Паянхи кун округри колхозсене, предприяти-организацисенчи водительсем тӗпрен илсен пирӗн ӳсӗмри ҫынсем. Ҫамрӑксем автомашинӑпа ҫӳреме юратаҫҫӗ пулин те шофер пулса ӗҫе вырнаҫма васкамаҫҫӗ. Унта яваплӑх, ӗҫе тӗплӗ пурнӑҫлани кирлине туяҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пулӗ предприяти-организаци ӗҫе йыхравласа пӗлтерӳ парсан та унта кайма васкамаҫҫӗ», — пӑшӑрханӑвне палӑртать Валерий Дмитриевич.

Паян ҫул ҫинче автомобильсен юхӑмӗ пысӑк. Руль умӗнче ҫамрӑк водительсем те сахал мар. Вӗсене Валерий Дмитриевич тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма, ҫул-йӗр йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнма, пӗр-пӗрне хисеплеме сӗнет. Хӑвӑртлӑха ӳстерни, йӗркене пӑсни инкек патне илсе ҫитерме пултарни пирки шутламалла. Округра Валерий Волков пек нумай ҫул автотранспорт хатӗрӗпе ӗҫлесе паха опыт пухнӑ водительсем сахал мар. Ҫамрӑксен вӗсенчен тӗслӗх илмелле.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *