Вторник, 13 октября

Уй-хирте ӗҫ пӗтмен-ха

Уй-хирте ӗҫ пӗтмен-ха

Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тырпултан пушаннӑ лаптӑксем кунран-кун хушӑнсах пыраҫҫӗ. Уяр кунпа усӑ курса «хир карапӗсем»  иртен пуҫласа каҫченех хирте ӗҫлеҫҫӗ. Шел пулин те ӑмӑр тата ҫумӑрлӑ ҫанталӑк ӗҫсене  вӑхӑтра пурнӑҫлама чарса тӑрать.

Сентябрӗн 16-мӗшӗ тӗлне округӗпе 8752 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса кӗртнӗ. Ку пурнӑҫламалли ӗҫ планӗнчен — 70,8 процент. Йӗтемсем ҫине пурӗ 26740  тонна тырӑ кӗнӗ.  Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне — 30,5 центнер.

Ҫавӑн пекех хуҫалӑхсенче ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Хальлӗхе ҫак ӗҫе 172 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ, 6130 тонна пуҫтарса кӗртнӗ.  Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне — 356,3 центнер.  

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, фермер хуҫалӑхӗсенче кӗр тыррисене вӑхӑтра акса хӑварма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.  Хальлӗхе 1155 гектар кӗрхи тулӑ акса хӑварнӑ.

Минзаит ЗАЙНУЛЛИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *