Воскресенье, 22 ноября

Наградӑсене ҫемйине панӑ

Хирти Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Петрович Петров иртнӗ ҫулхи июль уйӑхӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫар заданине пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ. Паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ.

Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗпе Альберт Афанасьевпа пӗрле салтакӑн ҫемйипе тӗл пулнӑ. Алексей Петровичӑн ывӑлне Александра тата мӑшӑрне Марина Алексеевнӑна «Хӑюллӑхшӑн»  II-мӗш степеньлӗ медальне тата «Ятарлӑ ҫар операцин участникӗ» медале ӗмӗрлӗх упрама панӑ.

Николай Никандрович вӗсен ҫывӑх ҫынни пуҫ хунӑшӑн хурланнине пӗлтернӗ май унӑн ячӗ ӗмӗр асра юлассине палӑртнӑ. Алексей Петрович чӑн-чӑн хӳтӗлевҫӗ пек Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пурнӑҫне панине асӑннӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *