Кӑмпа сезонӗ уҫӑлни Интернет уҫлӑхӗнче питӗ лайӑх сисӗнет. Пӗри те тепри ҫӗр мӑкӑртса тухнӑ ҫимӗҫе тултарнӑ витресемпе карҫинккасене сӑн ӳкерттерсе социаллӑ сетьсене лартаҫҫӗ. Хӗл кунӗнче тӑварлани е маринадлани, типӗтни питӗ тутлӑ-ҫке!
Пӗр ураллӑ ҫимӗҫе татма кайсан асӑрханулӑх пирки те манмалла мар, вӑрманта ҫынсем аташса кайнӑ тӗслӗхсем ҫулленех пулаҫҫӗ. Пӗлмен территоринче тата йывӑҫсем хушшинче шалалла кӗме тӑрӑшмалла мар. Ҫавӑн пекех кӑмпана та пӗлсе хатӗрлемелле, унсӑрӑн наркӑмӑшланма та пулать. Республикӑра кун пек тӗслӗх пулнӑ та ӗнтӗ. Аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫынна (пӗрне кайран каялла килне сипленме янӑ) тата 5 ачана больницӑнах илсе кайнӑ.

