Кӗтне тӑрӑхӗ пултаруллӑ, маттур, харсӑр ҫынсемпе пуян. Вӗсем кулленхи шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ, обществӑлла ӗҫре те хастар. Тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пулсассӑн та лӑпланса лармаҫҫӗ. Кашни кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑн пек хӑйне евӗрлӗ маттур ҫынсенчен пӗри вӑл — Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан Светлана Федоровна Кокорева. Ӑна пирӗн тӑрӑхра пӗлмен ҫын ҫук. Комсомольски райповӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑ ӗҫчене пурте хисеплеҫҫӗ, паллаҫҫӗ.
Светлана Федоровна пурнӑҫ ҫулне тӑван райпопа ҫыхӑнтарнӑ. 1975 ҫулта хӗр Шупашкарти коопераци техникумне вӗренме кӗнӗ. Пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра ҫамрӑк студента райпона практикӑна янӑ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра вӑл шут ӗҫӗпе тӗплӗн паллашнӑ, ҫӗннине, ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене хӑнӑхнӑ. Алла диплом илнӗ хӗр нумай шутласа тӑман ҫуралса \ӳснӗ тӑрӑхри райпона ҫул тытнӑ, ӗҫе вырнаҫнӑ. Райпори тӗп бухгалтер тивӗҫлӗ канӑва кайсассӑн, 1980 ҫулта Светлана Федоровнӑна тӗп бухгалтера ӗҫлеме ҫирӗплетеҫҫӗ. Шаннӑ ӗҫре 38 ҫул тӑрӑшнӑ хисеплӗ ӗҫчен. Тӑватӑ теҫетке ҫул та вӑл тӗрлӗ ертӳҫӗсемпе ӗҫленӗ, йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑ, ҫӗннине алла илнӗ…
Светлана Кокорева: «Эпӗ ӗҫленӗ вӑхӑтра самана темӗн тӗрлӗ те пулчӗ, 90-мӗш ҫулсенче тавар ҫитменрен мӗн чухлӗ фабрикӑсемпе заводсене ҫитнӗ пулӗ, вун-вун хулара пулнӑ. Яланах лавккасенче тавар пултӑр тесе, райпо тытӑмӗ аталантӑр тесе тӑрӑшнӑ…».
Комсомольски райповӗ республикӑра, Раҫҫейре лайӑх аталанса пыракансен йышӗнче пулнӑ. Кунта, паллах, Светлана Федоровна тӳпи уйрӑмах пысӑк. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, ертӳҫӗсем маттур пулнӑран, коллектив тӑрӑшуллӑран ӳсӗмсем кӑтартулӑхпа савӑнтарнӑ.
Светлана Федоровна ӗҫре тӑрӑшуллӑ пулнине тӗрлӗ ҫулсенче тивӗҫнӗ наградӑсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Ӑна «Раҫҫейри потребительсен кооперацийӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Светлана Федоровна – «Чӑваш республикин халӑха пулӑшусем кӳрес сферӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫчен» тата «РФ потребительсен кооперацийӗн отличникӗ». Потребительсен кооперацийӗн хисеплӗ ветеранӗ район, республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ.
Паянхи кун Светлана Федоровна райпо историне тӗпчекенсенчен пӗри. Вӑл тӑрӑшнипе райпо тытӑмӗнче ӗҫленӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 80 участникне тупса палӑртнӑ. Вӑл ҫемье династийӗн пурнӑҫ ҫулне пӗтӗмпех тӗпченӗ. Светлана Федоровна вырӑнти таврапӗлӳҫӗсен ушкӑнӗн председателӗ. Вӗсем час-часах тӗлпулусем ирттереҫҫӗ, тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳреҫҫӗ, ентешсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Хисеплӗ ветеран яланах шыравра. Вӑл редакципе те туслӑ, тӑтӑшах материалсем ҫырать. Унӑн пархатарлӑ ӗҫӗ ҫынсемшӗн курӑмлӑ.
Алевтина Мариян.

