Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ историйӗнче Курск пӗккинчи ҫапӑҫу уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ку тытӑҫура пирӗн енчен те, тӑшман енчен те питӗ нумай техника, танксем, тупӑсем, самолетсем хутшӑннипе паллӑ. Нимӗҫ ҫарӗ вӑйлӑ пулнӑ пулсан та кунта Хӗрлӗ Ҫар ҫӗнтерӳпе тухнӑ.
Шӑпах ҫав хаяр ҫапӑҫусенче пирӗн ентеш-летчик Вениамин Сидорович Маков паттӑрӑн пуҫ хунӑ. Чылай хут сывлӑша ҫӗкленсе тӑшман позицийӗсем ҫине бомбӑсем пӑрахнӑ хыҫҫӑн каялла ӑнӑҫлӑ таврӑнакан штурманшӑн 1943 ҫулхи июлӗн 14-мӗшӗнчи вӗҫев юлашки пулнӑ.
Вениамин Чкаловскри 2-мӗш ҫар авиацийӗн шкулӗнче стрелок-бомбардировщик пулма вӗреннӗ. Пысӑк шайри хатӗрленӳ хыҫҫӑн бомбардировщиксен 17-мӗш авиаполкӗнче службӑра тӑнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ҫапӑҫусене кӗнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна ҫӗршыва юратма, сыхлама вӗрентсе ҫитӗнтернӗ. Унӑн ашшӗ, Сидор Меркурьевич, 1939—1943 ҫулсенче Перекет банкӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗн управляющийӗ пулса ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе Гликерия Николаевнӑпа 9 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ. Ачисене вӗрентсе тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстернӗ.
Маковсен тепӗр ывӑлӗ те, Леонид, пиччӗшӗн ҫулӗпех кайнӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫар летчикӗн профессине суйласа илнӗ. Нумай ҫул службӑра тӑрса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Вениамин Маковӑн ӗмӗрӗ ҫамрӑкла татӑлнӑ. Пурнӑҫне вӑл ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн хаяр ҫапӑҫура панӑ. Унӑн ячӗ паттӑр летчиксен хушшинче пулма тивӗҫлӗ.
Татьяна Краснова,
архив секторӗн специалисчӗ.

