Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта республикӑра агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсен пӗр уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 66 пин те 477,2 тенке ҫитнӗ — пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 11,7 процент иртнӗ.
Тупӑш ӳсни пуринчен ытларах ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен палӑрать. Вӗсен вӑтам ӗҫ укҫи 62 пин те 906, 4 тенкӗпе танлашать — пӗлтӗрхи январь — июнь уйӑхӗсенчи кӑтартуран 17,6 процент пысӑкрах.
Апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗнче вӑтам ӗҫ укҫи 68 пин те 750, 8 тенке ҫитнӗ. (7,1 процент ӳснӗ), напиток производствинче вара — 74 пин те 824,5 тенкӗ таран (11,5 процент).
Тупӑш ӳснипе пӗрлех кадрсем те хушӑнаҫҫӗ. АПК сферинче ӗҫлекенсен шучӗ кӑҫалхи кӑрлач — ҫӗртме уйӑхӗсенче — 19 пин те 126 ҫын. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 1,8 процент (332 ҫын) ытларах. Ял хуҫалӑхӗнче 8 пин те 464 ҫын тӑрӑшать, апат-ҫимӗҫ продукчӗсен производствинче вара — 10 пин те 662 ҫын.

