Воскресенье, 22 ноября

Чиртен сыхланӑр, вакцинациленӗр

Ҫанталӑк кунсерен сивӗтсе пырать. Хӗл ҫывхарнӑ май гриппа чирлес хӑрушлӑх  ӳсет. Ку чиртен асӑрханмалли мелсенчен пӗри — вакцинаци. Ҫакна медицина ӗҫченӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫавна май пациентсене вӑхӑтра вакцинациленме сӗнеҫҫӗ.

Акӑ Тутар Шурут фельдшерпа акушер пунктӗнче грипп чирне хирӗҫ кӗрешес енӗпе профилактика ӗҫӗсем пуҫланнӑ ӗнтӗ. Наталья Николаевна Крылова фельдшер Тутар Шурут тата Юнтапа ялӗсенчи 272 ҫын сывлӑхӗшӗн тӑрӑшать. Вӑл  грипп чирӗнчен сыхланас тӗлӗшпе прививка тӑвассине тӗп медицина учрежденийӗнче пурнӑҫланипе ҫеҫ лӑпланса лармасть, графикпа  Юнтапа ялне те тухса кӗрет. Ҫакӑ уйрӑмах аякка тухса ҫӳрейменнисемшӗн меллӗ.

«Кӗркуннехи-ҫуркуннехи тапхӑрта эпӗ унччен час-часах гриппа аптраттӑм, чире йывӑрпа ирттерсе яраттӑм. Юлашки ҫулсенче гриппран прививка тутарнине пула хама лайӑх туятӑп. Вакцинаци чиртен сыхланма май панине хам ҫинче туйрӑм.  Медицина ӗҫченӗ яла килсе прививка туни  пуриншӗн те паха», — палӑртать Юнтапа ҫынни Ирина Федорова.

Н.Крылова фельдшер грипран асӑрханмалли чи лайӑх мел вакцинӑланни пулнине ҫирӗплетет. «Вӑл вирус штаммӗсене хирӗҫ тӑмалли иммунитета вӑйлатма май парать. Чир ан ертӗр тесен кашни ҫулах прививка тутарни кирлӗ. Вакцинӑн хӳтӗлев вӑйӗ  пӗр сезон валли анчах ҫитет», — пӗлтерет Наталья Николаевна.

Хальлӗхе Тутар Шурут фельдшерпа акушер пункчӗ пӑхса тӑракан ялсенчи 70 ҫын вакцинациленнӗ. Ку енӗпе ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Чиртен сыхланма ӑна  сиплессинчен ансатрах.

Ирина Корнилова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *