Вторник, 13 октября

Суйлав: уҫӑмлӑ, пӗлтерӗшлӗ, тулли

Суйлав: уҫӑмлӑ, пӗлтерӗшлӗ, тулли

 Суйлавҫӑсем ҫак вӑхӑтра тӗпрен илсен, суйлав участокӗсене ҫитсе тата дистанциллӗ электоронлӑ майпа хӑйсен сассисене пачӗҫ. Кунсӑр пуҫне  заявленисем  тӑрӑх суйлав комиссийӗн членӗсем тухса ҫӳрейменнисене килӗсене пырса сасӑлама пулӑшрӗҫ. Суйлав участокӗсем ҫук ялсене автобуссем ҫитсе суйлавҫӑсене хӑйсен гражданла тивӗҫне пурнӑҫлама май панӑ.

Асӑннӑ кунсенче округра пурӑнакансем суйлава хастар хутшӑннине палӑртмалла. Ватӑсем те, ҫамрӑксем те хӑйсен сассисене тивӗҫлӗ кандидатсемшӗн панӑ. Вӗсем хушшинче пуҫласа бюллетеньсем илсе суйлава хутшӑнакансем те, чӗре хушнипе ӗмӗрӗпех суйлава ҫитекенсем те пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри мӑшӑрӗпе, теприсем ҫемйипех суйлав участокӗсене ҫитнӗ.

Суйлав мӗнле пынине  тӗрлӗ партисемпе блоксен представителӗсем сӑнаса тӑнӑ. Комсомольскинчи Этнобиблиотекӑра  обществӑлла сӑнавҫӑсен территорири штабӗ ӗҫленӗ.

Суйлав участокӗсенчи  комисси членӗсем ҫак кун суйлавҫӑсемшӗн асра юлмалла тата савӑнӑҫлӑ пултӑр тесе чылай тӑрӑшнӑ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсемпе пӗрле хаваслӑ концертсем йӗркеленӗ, кӑҫалхи Раҫҫейри  Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Республикинчи Халӑхсен туслӑхӗн кунӗсене  халалласа ҫӗршыври нацисен культурине, тӑван тӑрӑх пуянлӑхне кӑтартса паракан выставкӑсем,  ялсен историйӗпе паллаштаракан сӑнӳкерчӗксемпе документсен куравӗсем хатӗрленӗ. Хӑш-пӗр участоксенче вырӑнти ӑстаҫӑсен ал ӗҫӗсемпе, тулӑх кӗркунне пуянлӑхне кӑтартакан ҫимӗҫсен пуххипе те паллашма май пулнӑ.

807-мӗш суйлав участокӗнче вара ҫак кун пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑранпа 45 ҫул ҫитнӗ ятпа Волковсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Юрий Попов тата Петр Краснов Татьяна Ивановнӑпа Валерий Федорович Волковсене ырлӑх-сывлӑх, тулли телей, пурнӑҫра  ӑнӑҫу суннӑ.

Суйлав пур участоксенче йӗркеллӗ, кирлӗ шайра иртнӗ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *