Воскресенье, 22 ноября

2027 ҫул тематикине пӑхса тухнӑ

Республика Пуҫлӑхӗн ҫумӗнчи Обществӑлла Канаш ларӑвӗнче 2027 ҫула Чӑваш Енре наукӑна, технологие тата вӗсен аталанӑвне халаллас сӗнӗве ырласа йышӑннӑ.

«Паян Чӑваш Ен ҫӗршывра промышленность ӳсӗмӗ енӗпе малтисенчен пӗри. Малалла ӳсме вара ҫӗнӗ технологилле йышӑнусем кирлӗ. Наука пирӗншӗн вӑл — заводсем, ҫӗнӗ станоксем, малта пыракан  электроника, таса сывлӑш, чи  кирли, хамӑр пурӑнакан вырӑнтах ҫамрӑксем валли пысӑк укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илмелли вырӑнсем пулни. Пирӗн  промышленноҫӑн вӑйлӑ бази тата инженери малашлӑхӗ пур. Ҫитес ҫул ӑсчахсене, аслӑ шкулсене, экономика секторне пӗр чӑмӑра  пӗрлештерекен катализатор пулса тӑмалла. Малашлӑхра Чӑваш ен  Раҫҫейре шанчӑклӑ ӗҫ вӑйӗ пур регион пек анчах мар, ҫирӗп наука центрӗ пулса тӑрса янратӑр», — тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *