Вторник, 13 октября

Тӗлӗкри сӑнар

— Хапсӑнмалли, ӑмсанмалли ӗҫех марччӗ. Килте ларас теменни кӑначчӗ ӗнтӗ. +умра йӗрекен ачасем ҫук. Ял производствинче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисене патшалӑх хушса  тӳлет. Канӑпӑр килте, — терӗҫ фермӑра выльӑх-чӗрлӗх пӑхса 30 ҫул ытла стаж пухнӑ Наташӑпа Надя.

Малтанах Наташӑна килте ларма ҫӑмӑл марччӗ. Хӑнӑхнӑ йӑлапа 3 сехет ҫитсенех ура ҫине тӑратчӗ. Фермӑна васкамалла маррине аса илсен ҫемҫе утиял ӑшне тепӗр хут кӗрсе выртатчӗ. Кун пек чухне ыйхӑ ҫӗтетчӗ ӗнтӗ. +авӑнпа вӑл юлашки ҫулсенче вӑхӑт ҫитменнине пула пурнӑҫлайман ырӑ йӑлисене ҫӗнӗрен пуҫарчӗ. Библиотекӑран кӗнекесем илсе вуларӗ, ачаран юратнӑ киленӗҫе, тӗрре, алла тытрӗ. Ялти фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи ҫепӗҫ саслӑ Наташӑна тахҫанах хӑйсем патне йыхравлатчӗ. Пӗр  тапхӑрта ял хуҫалӑхӗнче вӑй хуракансем ял-йыша концертпа савӑнтарасси йӑлана кӗртнӗччӗ. Наташа ферма коллективӗнче хӑйӗн уҫӑ сассипе куракансене тыткӑнланине астӑваҫҫӗ пулас. Вӑл шкулта вӗреннӗ чухнех сцена ҫинче пӗччен юрланӑран хӑйне ирӗклӗ, ҫав хушӑрах сӑпайлӑ тытма пӗлет.

«Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ Наташӑна тарават йышӑнчӗ. Унта ҫӳрекенсем пурте тивӗҫлӗ канура. Мӑнукӗсем чӗрҫе ҫинчен аннӑ. Туслӑ ушкӑнри хӗрарӑмсем пӗр-пӗрне «хӗрсем» тесе кӑна тӑчӗҫ, ним пытармасӑр  уҫҫӑн калаҫрӗҫ, ҫуралнӑ кунсемпе уявсене пӗрле пухӑнса  паллӑ турӗҫ, хӑйсем аллипе ӑсталанӑ ӗҫсемпе мӑнаҫланчӗҫ. Эрнере икӗ кун район центрӗнчи «Улӑп» бассейна каяссине те ҫирӗп йӑлана кӗртрӗҫ.

Наташа, хӑй калашле, пенси карчӑкки, тивӗҫлӗ кану кунӗсене тулли кӑмӑлпа ирттерчӗ. Анчах ӑҫтан тупӑнчӗ ҫав эсрел коронавирусӗ? Наташа ҫумӗнчен те пӑрӑнса иртмерӗ усал амак. Чирленине туйсанах вӑл малтан килте сипленчӗ.  Хӑй аптӑраса ӳксен те ачисене  пӑшӑрхантарас темерӗ. Вирусӗ  питӗ хӑрушӑ тенипе ачисемпе мӑнукӗсем ун патне килсен чирлесрен шикленчӗ. Юлашкинчен ҫеҫ, сывлама йывӑрланса ҫитсен, хӗрӗ шӑнкӑравласан  пытармарӗ.

— Мӗншӗн Кольӑна каламастӑн? Вӑл яла пыратчех ӗнтӗ. Ах, анне! Хапха, пӳрт алӑкӗсене ан питӗр. Эпӗ мӗн те пулин шутласа тупӑп ҫиччас, — хыпаланса ӳкрӗ Ирина.

Вӑхӑт нумай та иртмерӗ — хапха умне васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитсе чарӑнчӗ.

— Наташа аппа, мӗн тӑватӑр эсир хӑвӑрпа? Юрать, Ирина шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ. Эпӗ шӑпах сменӑраччӗ, — пӑшӑрханса калаҫрӗ хӗрӗпе пӗр класра вӗреннӗ, халӗ тухтӑрта ӗҫлекен Оля.

Пӗлтӗр яла килсен тус-тантӑш пӗрле пуҫтарӑнса район центрӗнчи кафере ӑшшӑн калаҫса ларнӑччӗ. Унтанпа Ольӑпа Иринӑн ҫыхӑнӑвӗ  тата ҫирӗпленчӗ.

Наташӑна больницӑна илсе кайрӗҫ.    )пкин пысӑк пайӗ сиенленнӗрен часах сывалаймарӗ. )т-пӗвне вӗри ҫунтарнӑран тӑтӑшах ухмахла тӗлӗксемпе аташрӗ.

— Эсӗ те пӗччен, эпӗ те пӗччен. Атя, малалла пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнар, — пӗрмай ҫапла калать ӑна тӗлӗкре темле палланӑ арҫын алӑран тытма хӑтланса.

— Кам эсӗ? Вася-и? Мана хӑвӑн патна илсе каясшӑн-и? —тесе аллисемпе ҫӳлелле кармашассӑн талпӑнать хӗрарӑм.

— Эпӗ вилнӗ упӑшку мар. Вӑл ҫӳлтен сана сӑнасах тӑрать, саншӑн пӑшӑрханать. Эпӗ вара вилмен, чӗрӗ, ҫӗр ҫинчех пурӑнатӑп. Сан патна ҫитетӗпех… Текех пӗччен тесе ан йӗр. Санӑн эпӗ пур, мана та ҫывӑх ҫын кирлӗ, —  тӗлӗкре каллех ҫапла каласа уйрӑлчӗ хайхи шурӑ ҫӳҫлӗ арҫын.

Наташа хыттӑн кӑшкӑрса вӑранса кайрӗ, йӗп-йӗпе тара ӳкнӗскер кравать ҫинчен  сиксе тӑчӗ.

— Хӑрушӑ тӗлӗк куртӑн-им? Аллупа питӗ хӑлаҫлантӑн. +амку ҫинчи тарна шӑлнине те туймарӑн, — терӗҫ палатӑри хӗрарӑмсем.

— Темле сӑнар куҫ умӗнчен каймасть. Мана пулӑшасшӑн хӑй. Ниепле те аса илейместӗп. Таҫта курнӑ арҫын пек, — йӗп-йӗпе майкине улӑштарма тӑчӗ Наташа.

— Тӗлӗкре арҫын курӑнни ырра. Апла сывалса пыратӑн, температуру чакнӑ ав, — пӗр-пӗрне хавхалантарма пӗлеҫҫӗ  чирленӗ хӗрарӑмсем.

Палатӑра пӗрле выртакансем, республикӑри тӗрлӗ ял-хуларан килнӗскерсем, пӗр-пӗринпе тем самантра тӑванлашса кайнине те сисмерӗҫ. Тем ҫинчен те калаҫрӗҫ, чунри шухӑш-кӑмӑлне пытармарӗҫ.

Наташа та хальччен никампа калаҫмани пирки чунне уҫрӗ. Кӳршӗ-арша, тӑвансене те ӑша  ҫунтаракан  хӑш-пӗр пулӑм пирки пӗлтерместӗн, кунти хӗрарӑмсене вара текех курмастӑп тесе-ши — чуна ыраттаракан самантсем пирки каласа кӑтартрӗ.

— Упӑшка вилни 4 ҫул иртрӗ. +апах  халӗ те кашни каҫ ман ҫума килсе выртнӑн, хыттӑн ыталанӑн туйӑнать. Больница койки ҫинче те юнашар выртасран хӑрарӑм.  Мӗн тумалла-ши? Ухмаха тухатӑп пуль капла? —  пуҫне вӑйсӑррӑн усрӗ хавшанӑ Наташа.

— Вилнӗ мӑшӑру юнашар выртни лайӑхах мар. Вӗри ҫӗлен ернӗ пуль сана. Сывалса тухсанах масар ҫине кайса упӑшкун хӗресне аллупа хытах ҫап, чиркӗве кайса пачӑшкӑпа калаҫ, — сӗнчӗ 70 ҫулти Юля. Вӑл — Шупашкартан, пурнӑҫ тути-масине лайӑх астивнӗ. Упӑшкинчен ӑнман ӑна.

— Эпӗ те упӑшкаран 40 ҫултах тӑрса юлтӑм. Виҫӗ ачана вӗрентсе анлӑ ҫул ҫине кӑлартӑм. «Анне, пӗччен ан пурӑн. Хӑвна килӗшекен арҫын пулсан качча тух. Эпир  тӑтӑшах санпа юнашар  пулаймастпӑр. Пӗччен йывӑҫа ҫил те вӑйлӑ силлет», —  терӗҫ ачасем. Чӑнах та,  манӑн тӗле ырӑ ҫын тупӑнчӗ. Халӗ унпа 20 ҫул ытла пӗрле пурӑнатпӑр, пӗр-пӗриншӗн тӗрев пулса тӑтӑмӑр. Хамӑн та, унӑн та ачисем килсех ҫӳреҫҫӗ, — шӑпи пирки каласа пачӗ Хӗрлӗ Чутай  тӑрӑхӗнчи Роза.

Валентина Кириллова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *