Вторник, 13 октября

Проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, ыйтусем уҫӑмланаҫҫӗ

Проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, ыйтусем уҫӑмланаҫҫӗ

Уйӑхсерен иртекен Пӗрлехи информаци кунӗнче паянхи куншӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухаҫҫӗ. Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче сентябрӗн 16-мӗшӗнче те калаҫу хальхи вӑхӑтра пурнӑҫлакан проектсем, ӗҫсем пирки пулчӗ.

Пӗрлехи информаци кунне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫрӗ, тухса калаҫакансен сӑмахӗсем ҫумне хӑй шухӑшӗсене палӑртса пычӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланакан  «Сывлӑх патне утӑм» проект регионта мӗнле ӗҫлесе пыни тата ку енӗпе хамӑр тӑрӑхра туса ирттернӗ ӗҫсем пирки Комсомольски больницин тӗп врачӗ И.И.Ефремова каласа пачӗ. Ку проектпа  округри пур территори уйрӑмӗсенче те медицина ӗҫченӗсен мобильлӗ бригадисем тухса халӑх сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Кӑҫалхи ҫулшӑн юлашки «Сывлӑх пункчӗ» сентябрӗн 16-мӗшӗнче  Асанкасси ялӗнче ӗҫленӗ. Пурӗ 2026 ҫулта медицина ӗҫченӗсем 16 хутччен ҫула тухса ялсенче ҫынсене йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тӗрлӗ профильлӗ медицина ӗҫченӗсем халӑха канашсем панипе пӗрлех сывлӑхне тарӑнрах тӗрӗслеттерме направленисем ҫырса панӑ. Кашни «Сывлӑх пунктӗнчех» вӑтамран 131 ҫын хӑйне мӗнле туйнине тӗрӗслеме пултарнӑ. «Сывлӑх патне утӑм» проект ҫынсен халиччен палӑрман чирӗсене вӑхӑтра тупма, кирлӗ сиплев мелӗсемпе кая юлмасӑр усӑ курма май парать. Тӗрӗслеве килнисенчен нумайӑшӗ ҫак проектпа кӑмӑллӑ юлнине палӑртаҫҫӗ», — терӗ Инна Ивановна.

Сентябрӗн 18, 19, 20-мӗшӗсенче  Раҫҫей Федерацийӗн  Патшалӑх Думин тӑххӑрмӗш созывӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн саккӑрмӗш созывӗн депутачӗсен суйлавӗ пулать. Территорири суйлав  комиссийӗн председателӗ О.К.Митюкова округра ку тӗлӗшпе туса ирттернӗ, участоксенчи суйлав комиссийӗсем пурнӑҫланӑ ӗҫсем тата ытти ыйтусем пирки те чарӑнса тӑчӗ. Округра пурӑнакансем ҫитес суйлава яланхи пекех хастар хутшӑнасса, хӑйсем палӑртнӑ кандидатсемшӗн сассисене парасса шанни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Урамра — кӗркунне. Ҫанталӑк  сулхӑн тӑрать.  Ҫавӑнпа та хӗллехи тапхӑрта ӑшӑ парса тӑрассине хатӗрлес ыйту ҫивӗч  тухса тӑрать. Ҫуртсенчи тата хваттерсенчи газ оборудованийӗсемпе усӑ курас тата пӑхса тӑрас енӗпе республикӑра, тата хамӑр тӑрӑхра лару-тӑру мӗнле пулни ҫинчен «Газпром газораспределение Чебоксары» АОн Канашри филиалӗн Комсомольскинчи газ участокӗн начальникӗ В.А.Чернов чарӑнса тӑчӗ. Ку тӗлӗшпе тунӑ килӗшӳсемпе, пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Округ администрацийӗн культура, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗн начальникӗ Д.Н. Грибова Чӑваш Республикинче тата пирӗн округра «Пушкин картти» федераллӑ проект пурнӑҫланса пынипе паллаштарчӗ. Чӑваш Ен ку енӗпе ҫӗршывра ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракансен йышӗнче. Хамӑр округра та ҫак енӗпе чылай вӑй хураҫҫӗ. Иртнӗ ҫул шкул ачисемпе ҫамрӑксем «Пушкин картипе» усӑ курса 135 мероприятие хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 49 мероприятире пулнӑ.  Малашне те «Культурная среда» тата ытти проектсемпе иртекен спектакльсемпе концертсене, куравсене ҫитсе курассине йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.

Информаци кунне кӗртнӗ тепӗр ыйтупа «Выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене хирӗҫ кӗрешекен станци» БУ начальникӗ С.А.Васильев сӑмах илчӗ. Вӑл республикӑри  лару-тӑрупа паллаштарчӗ. Ҫӗршывра хӑш-пӗр ерекен чирсемпе йывӑр тата хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултаракан вырӑнсем  пулнипе округ территорине выльӑх илсе кӗнӗ чухне асӑрхануллӑх йӗркине ҫирӗп пӑхӑнмаллине  каларӗ. Ҫавӑн пекех округри обществӑлла тата уйрӑм ҫынсен выльӑхӗсене чир-чӗртен сыхлас енӗпе туса ирттернӗ диагностикӑлла тата профилактикӑлла ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Пӗрлехи информаци кунӗн ӗҫне ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ А.В.Степанов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева хутшӑнчӗҫ, кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе калаҫрӗҫ.

Яланхиллех информаци кунӗ ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *