Пятница, 27 ноября

Тимлӗ пул!

Ноябрӗн 15-мӗшӗнче Хырай Ӗнел ялӗнче автоҫул хӗррипе пыракан ҫарӑксем  шар курнӑ. 2004, 2005 ҫулта ҫуралнӑ икӗ каччӑ «Лада Приора» автомашина урапи айне пулнӑ. Вӗсем халӗ сиплев учрежденийӗнче.

Автомашина водителӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хирӗҫ килекен автомобиль фарисем чӑрмантарнӑран вӑл пешеходсене курманни пирки пӗлтерет. Ку енӗпе тӗрӗслев пырать.

Хисеплӗ вулакансене вара асӑрхаттарса хӑварас килет: каҫхине автоҫул ҫинче ҫав тери асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫуран утатӑр пулсассӑн хӑвӑр ҫине ҫутатакан япала ҫакма ан манӑр, водитель сире асӑрхама пултартӑр. Ҫуран утнӑ чухне автоҫулпа мар, тротуарпа утӑр. Утнӑ чухне автомашинӑсене хирӗҫ  пырӑр, кун пек чухне водитель сире асӑрхама пултарать. Ҫул ҫинче  водительсен те, пешеходсен те тимлӗ те асӑрхануллӑ пулмалла.

Алексей Матросов,

ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *