Вторник, 13 октября

Тӗлӗкри сӑнар

/Малалли/

Ыттисем те  пӗччен хӗрарӑма ялта уйрӑмах ҫӑмӑл маррине, ватлӑхра сӑмах хушма юнашар юлташ кирлине каларӗҫ.

— Ҫапли ҫапла та-ха… Анчах халь тин ӑҫтан тупмалла  манпа пӗр кӗвӗпе юрлакан арҫынна? — ыйту хыҫҫӑн ыйту тухса тӑчӗ Наташа умне. — Калаҫмашкӑн юлташ пулсан аванччӗ-ха, анчах мана арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫ пач та  илӗртмест.

Больницӑран тухсан та Наташа часах ура ҫине ҫирӗппӗн тӑраймарӗ. Пурпӗрех вӑй ҫуккипе асапланчӗ. Ҫитменнине, вӑраха кайнӑ  ытти чирӗ те аптӑратма пуҫларӗ. Чӗри  темшӗн канӑҫ туймарӗ, клуба фольклор ушкӑнне ҫӳресси пачах интереслентермерӗ.

— Наташа, ан пӑшӑрхан. Эпӗ нумай тӑмастӑп, сана шыраса тупатӑпах, — ҫӗрӗпе ҫывӑраймасӑр аптӑранӑ хыҫҫӑн ир енне кӑна кӑтӑш пулнӑ  вӑхӑтра курнӑ тӗлӗкре каллех ҫав арҫын сӑнарӗ тухса тӑчӗ.

— Йӑлӑхтарсах ҫитертӗн. Кам эсӗ? Мӗншӗн сӑнна лайӑх кӑтартмастӑн? Ахаль те пӗчченлӗх чуна шӗкӗ пек кӑшлать. Эсӗ тата хӑрататӑн! Килсе курӑн хӑвӑртрах эппин, паллашар, — тарӑхнипе хытах кӑшкӑрса Наташа.

Чунри ӑшӑлӑх урамри ҫанталӑк мӗнле пулнинчен нумай килнине туять вӑл. Хӗвел  шевлисене ӑшшӑн сапаласанах кӑмӑлӗ ҫӗкленет, юрлас  килет:

Сир, анне, чӳрече каррине,

Кармашать кун ҫути тӳпене.

Ах, аннеҫӗм, анне, кӗҫӗр йӑмӑк ҫукран

Чӑлкӑм куҫ ҫӗрӗпе эс хупман…

Ах, пулманччӗ капла нихӑҫан, нихӑҫан:

Йӑмӑк халь те килмен вӑйӑран.

— Эй, Турӑ! Хӑҫанхи юрӑ! Ӑҫтан пуҫа пырса кӗчӗ вӑл асамлӑх тӗнчине лекнӗн туйрӗ хӑйне  60 ҫула ҫывхаракан  пӗччен арӑм.

Тем самантра куҫӗ умне  ҫамрӑклӑхӗ тухса тӑчӗ.

 х   х   х

— Наташа, кӗҫӗн классенче вӗреннӗ вӑхӑтрах килӗшме пуҫларӑн эсӗ мана. Шкул пӗтерсен иксӗмӗр  пӗрле хулана тухса кайӑпӑр. Аслӑ пӗлӳ илсен ҫемье ҫавӑрӑпӑр. Эпӗ стройкӑна ӗҫе вырнаҫӑп, вара часах  хваттер парӗҫ.  Унта  юрату хӗлхемӗ ӑшшинче ҫут тӗнчене килнӗ чӗппӗмӗрсем чупса ҫӳрӗҫ. Яла хӑнана кайкаласа килӗпӗр, — тенӗччӗ Наташӑна Валера ӑсату каҫӗнче.

Ун чухне каччӑ пикене пӗрремӗш хут чуптурӗ. Аслӑ классенче вӗренме пуҫласан хӑй те Валерӑна вӑрттӑн сӑнама тытӑннӑччӗ. Кӑмӑлӗпе лӑпкӑ, математика енӗпе нумай пӗлнипе тыткӑнларӗ вӑл ӑна. Маларах туйӑмӗсене уҫма иккӗшӗн те хӑюлӑх ҫитеймерӗ. Ӑнсӑртран куҫпа куҫ тӗл пулсан хӑвӑрт кӑна иккӗшӗ икӗ еннелле пӑрӑнса утатчӗҫ. Шкулпа сыв пуллашнӑ каҫхине вара чӗрисенче хӗрӳ туйӑм йӑлкӑшнине пытармарӗҫ.

Иккӗшӗ те вӑтам шкула лайӑх паллӑсемпе вӗҫлерӗҫ. Наташа спортра та пысӑк ҫитӗнӳсем тӑватчӗ. Уявсенче вокалпа инструмент ансамблӗнче юрлатчӗ.

Наташа амӑшӗпе кӑна пурӑнатчӗ. Ашшӗне астумасть те.

— Аҫу питӗ лайӑх  ҫынччӗ, — тетчӗ те амӑшӗ йӗпеннӗ куҫне саппун аркипе шӑлатчӗ.

Ашшӗпе амӑшӗн пӗрле ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗкӗ килте  пӗрре кӑначчӗ. Малти пӳртри стенаран  ҫакӑнса тӑратчӗ. Вӑл —  туйра ӳкеттернӗскер. Водительте вӑй хунӑ ашшӗ вӑрман касма кайсан йывӑҫ айне пулнӑ. Ҫамрӑк арӑм варти тӗпренчӗкӗпе тӑлӑха юлнӑ. Унтанпа арҫын ӑшшине те, хӳттине те курман Наташӑн амӑшӗ. Пӗртен пӗр хӗрне тивӗҫлӗ воспитани парассишӗн тӑрӑшнӑ.

Ҫамрӑклах пысӑк нуша тӳснӗ амӑшӗ чирлекелесе тӑратчӗ. Чӗре чирӗ шӳт мар ҫав. Амӑшне хӗрхеннипе Наташа Валерӑпа, хӑйӗн пӗрремӗш юратӑвӗпе, хулана тухса каймарӗ, ялах юлчӗ. Сутуҫӑна вӗренсе тухрӗ те лавккана ӗҫе вырнаҫрӗ. Валера строительство техникумне вӗренме кӗчӗ. Вӑл яла  килмессерен Наташӑпа тӗл пулчӗ. Каччӑ диплом илсен ҫемье чӑмӑртама ӗмӗтленчӗҫ. Анчах ҫунатлӑ ӗмӗтсем  пур чухне те пурнӑҫланаймаҫҫӗ ҫав. Пӗринче ӗҫрен таврӑннӑ чухне райпо водителӗ Наташӑна  ҫула май тесе  кабинӑна лартрӗ те  ирӗксӗрлесе килне илсе кӗчӗ,  арӑм турӗ.  

— Мана тахҫанах килӗшетӗн эсӗ. Санӑн савни пуррине те пӗлетӗп. Часах вӑл вӗренсе пӗтерӗ те сана качча илес тейӗ. Эпӗ вара хамӑн телейӗме вӗҫертместӗпех. Ӗмӗр юратӑп сана, нихӑҫан  та кӳрентермӗп, — хӗрӳллӗн ҫупӑрларӗ вӑл пикене. — Урӑ пуҫпа сана ирӗксӗрлеме совеҫ ҫитмест, ҫавӑнпа  хӑюланма  эрех сыпрӑм. Ахаль чухне эрех-сӑрапа иртӗнместӗп.

Лайӑх пӗлмен йӗкӗте хӗр чысне ӑнсӑртран парнелессе Наташа тӗлӗкре те тӗлленмен.  Вӑл ирӗксӗрех хӗллехи сивӗ, ҫуллахи илемлӗ ӑшӑ каҫсенче ҫӑлтӑрсене пӗрле шутласа курман Васьӑпа пӗрлешрӗ. Шӑпаран тарса пытанаймӑн теҫҫӗ. Туй хыҫҫӑн тепӗр кунхинех, каччӑн амӑшӗ ыйтнипе, кӳршӗ ялти чиркӗве кайса венчете тӑчӗҫ.

Наташӑна юратнипе Вася «посол» пулма та хирӗҫлемерӗ.  Анат енче  арӑмӑн килне пырса пурӑнакан арҫынна ҫапла калаҫҫӗ Вася ҫын сӑмахне итлемен арҫын. Мӗншӗн тесен вӑл хӑйне  чӑннипех телейлӗ туйрӗ, ун ҫумӗнче пӗрре курсах чунне вырнаҫнӑ хӗр-ҫке-ха.

Валера савнийӗ качча кайнине илтсен текех яла килсе курӑнмарӗ. Вӑл инҫете стройкӑна кайнӑ тенине илтрӗ Наташа.

Шкулта вӗреннӗ чухнех кӑмӑла кайнӑ йӗкӗтпе пӗрле пулаймарӗ пулсан та шӑпине ӳпкелемерӗ хӗрарӑм. Вася чӑннипех те  лайӑх упӑшка пулчӗ, Наташӑна Турӑ вырӑнне хучӗ. Арҫын ани карчӑкӗпе те  часах пӗр чӗлхе тупрӗ. Анчах Наташӑн амӑшӗ нумай пурӑнаймарӗ, кӗҫӗннине, Кольӑна, пӗрремӗш класа янӑ ҫулхине ҫӗре кӗчӗ.

Ун хыҫҫӑн Вася ҫемйине хӑйсен тӑрӑхне илсе кайрӗ. Пурӑна киле Сидоровсем ҫӗнӗ пӳрт ҫавӑрчӗҫ. Наташа малтанах сутуҫӑра тӑрӑшрӗ. Каярахпа, райпо лавкки хупӑнсан, фермӑна ӗҫе вырнаҫрӗ. Вася вара Мускава шапаша ҫӳрерӗ. «Чун юратӑвӑм, манӑн телейӗм», _ тесе ҫеҫ тӑратчӗ Вася мӑшӑрне.

Каккуй сӑмахпа кӳрентерме? Сивӗ куҫпа пӑхса та курман вӑл Наташа ҫине. Мӑшӑрне пур ӗҫре те пулӑшрӗ. Ачисемшӗн нимӗн те шеллемерӗ. Вӗсен хӗрӗпе ывӑлӗ Иринӑпа Коля та аслӑ пӗлӳ илчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗн укҫипе вӗренмерӗҫ, тӳлевсӗрех ӑс пухма кӗчӗҫ.

— Эпир университета каяймарӑмӑр. Шӑпа ҫапла килчӗ. Эсир хӑть вӗреннӗ ҫынсем пулӑр, пирӗн пите ан хӗретӗр. Эпир хальччен  ялта  ята яман. Аннӳне питӗ юрататӑп. Эсир те пирӗн пекех телейлӗ пулӑр,- тетчӗ яланах Вася арӑмӗпе ачисене хӑйӗн ҫумне ҫупӑрласа. 

Ирина ют чӗлхе куҫаруҫин дипломне алла илсен Германие стажировкӑна кайрӗ те унтах юлчӗ. Коля —  инженер-энергетик…

… Иртнӗ пурнӑҫ пӗр самантра  куҫӗ умне тухса тӑчӗ. Пӗччен чухне шухӑшпа, ӗмӗтпе таҫта та ҫитетӗн ҫав.

— Эх, ват пуҫ, пӗрремӗш юратӑвна аса илме намӑс  та мар-и сана? — хӑйӗнпе хӑй калаҫрӗ Наташа аванмарланса.  Унтан лӑпланчӗ. -– Тепӗр тесен, ҫамрӑк чухнехи таса та ырӑ туйӑм кашни ҫыннӑн пурӑнать.

…Ҫумӑр ҫума чарӑнмарӗ. Тӗттӗм хура пӗлӗтсем ытларах та ытларах капланса килчӗҫ. Сивӗ ҫумӑрпа  пӗрле  йӗпе юр  та ҫереме шурӑ тӗспе витесшӗн. Икӗ ял халӑхне хаҫат-журнал валеҫекен Нинӑна сивӗ ҫумӑр хӑратмасть, вӑл хӑйӗн яваплӑ   ӗҫне пурнӑҫласа килрен-киле ҫӳрет.

— Наташа аппа, сирӗн ҫуралнӑ кун иккен. Хаҫатра саламлаҫҫӗ. Эпӗ те саламлатӑп, — терӗ 40-ри почтальонка район хаҫатне тыттарса.

Наташа республикӑра тухса тӑракан  хаҫат-журнала  ҫырӑнса илет. Упӑшкин  тӑван ялне  куҫса килнӗренпе  район хаҫатне илсе тӑма пуҫларӗ. Фермӑра ӗҫленӗ чухне унӑн сӑн ӳкерчӗкне хаҫат ҫине пӗрре мар кӑларнӑччӗ.

Валентина Кириллова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *