Хисеплӗ паттӑр ентеш, малтан Йӳҫ Шӑхаль тӗп шкулӗнче, кайран Шурут вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ Андрей Анатольевич Данилов ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн «Мужества» орденне илме тивӗҫ пулнӑ. Ҫак наградӑпа чысласси ҫинчен Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В.В.Путин кӑҫалхи майӑн 9-мӗшӗнче Указ ҫине алӑ пуснӑ.
Шел, ҫак пысӑк наградӑна паттӑр салтак хӑй илеймен. Ордена ӗмӗрлӗхе упрама ҫемйине панӑ. Вӑл ачисене ашшӗн ҫутӑ сӑнарне яланах аса илтерсе тӑрӗ.
Андрей Данилов, штурмовиксен ушкӑнӗн сержанчӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗнче аманса паттӑрсен вилӗмӗпе пуҫ хунӑ. Андрей Данилова Шупашкар хулинчи масарта паттӑрсен аллейинче пытарнӑ.
Андрей Анатольевич ҫарта службӑра тӑнӑ вӑхӑтра Чечен вӑрҫине те хутшӑннӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хӑй ирӗкӗпе тухса кайиччен Шупашкарта лифтсене пӑхса тӑракан электромонтер пулса ӗҫленӗ, ҫемйипе тӗп хулара пурӑннӑ, мӑшӑрӗпе ывӑлпа хӗр ҫитӗнтернӗ. Андрей вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайни унӑн ҫемйишӗн, амӑшӗпе тӑванӗсемшӗн, пирӗншӗн пысӑк ҫухату пулчӗ. Вӑл тӑван пулса тӑнӑ Йӳҫ Шӑхальне питӗ юрататчӗ, кукамӑшӗ патне яла тӑтӑшах килсе ҫӳретчӗ. Унӑн паттӑрлӑхӗ ачисемшӗн тата ытти ҫамрӑксемшӗн ҫутӑ тӗслӗх пулса тӑрать.
Сӑмах май каласан, Андрей пирӗн ҫемьешӗн те ҫывӑх тӑванччӗ, унӑн мӑшӑрӗ Татьяна, манӑн пуҫанан хӗрӗ. Хӑнара, пӗрле пуҫтарӑнса ӗҫленӗ май тӑтӑшах пӗрле пулнӑ. Вӑл яланах ырӑ енчен ҫеҫ палӑрса тӑратчӗ% ӗҫчен, хастар, пуҫаруллӑ, аслисене хисеплетчӗ, хӑй ҫемйине питӗ юрататчӗ.
Унӑн ҫутӑ сӑнарӗ яланлӑхах пирӗн асӑмра юлӗ. Паттӑрсем вилмеҫҫӗ.
Геннадий Длинов,
педагогика ӗҫӗн ветеранӗ.

