Воскресенье, 22 ноября

Тӗлӗкри сӑнар

Ҫӗнӗ кунӑн кашни минучӗпе киленсе пурӑнаҫҫӗ Наташӑпа Валера.

— Икӗ ӗмӗр пурӑнаймӑн. Туслӑха мала хурса пурӑнӑпӑр, ҫын калани темех мар, хамӑр кӑна сывлӑхлӑ пулар, — терӗҫ юлташсем ҫӗнӗ сӗтел-пукана пӑхса ҫаврӑннӑ май.

Чыса мала хураҫҫӗ  вӗсем. Турӑ умӗнче ӗмӗр юратма сӑмах панӑ мӑшӑрӗсене те  манмаҫҫӗ. Пӗрле вырӑн ӑшӑтмасӑрах телейлӗ Наташӑпа Валера. Ҫут тӗнче илемӗпе киленеҫҫӗ, ҫунатланаҫҫӗ, ӗмӗчӗсене ҫурмалла пайлаҫҫӗ. Ыранхи пирки шутламасӑр паянхи хӗвеллӗ кунпа киленеҫҫӗ.

— Наташа,  тен, хваттере хӑтлӑх кӗртсен, хамӑрӑн ҫӗршыва курма кайӑпӑр? —  сӗнчӗ Валера пӗр самант шӑпӑрт пынӑ хыҫҫӑн.

— Атя, ют ҫӗршыври карчӑкӗсемпе стариксем пенсие тухсан тӗнче тавра ҫаврӑнаҫҫӗ. Эпир мӗнрен кая? — хӑйӗн хӑюлӑхӗнчен тӗлӗнме пӑрахмарӗ Наташа.

Юлашки вӑхӑтра унра ҫӗнӗ хӑват чӗрӗлчӗ тейӗн: ытла та лӑпкӑ та ырӑ  ӑна шанчӑклӑ  юлташӗ ҫумӗнче…

Валентина Кириллова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *