Чӑваш Ен улшӑнчӑклӑ ҫӗр ӗҫ тӑрӑхне кӗрет. Хӑш-пӗр ҫулсенче пӗр тумлам ҫумӑр ҫумасӑр шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, тепӗр ҫул вара ҫӑвӗпех ҫумӑр лӳшкет. Кӑҫал та вырма пуҫлансан йӗпе ҫанталӑк тӑчӗ. Йӗтемсем ҫине те нӳрӗ тырӑ кӗчӗ. Ку условисенче вара ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тырӑ типӗтмелли установкӑсем пулни пысӑк пулӑшу парать.
Пирӗн округри «Слава картофелю» агрофирма ертӳлӗхӗ уй-хиртен тухӑҫлӑ продукци илнипе анчах ҫырлахмасть, ӑна пахалӑхлӑ упрасси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрать.
Ҫак кунсенче кунта тырӑ типӗтмелли тата упрамалли обьекта уҫрӗҫ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Анатолий Такмаков тырӑ упрамалли хранилищӑна тата типӗтмелли комплекса уҫнӑ вӑхӑтра кун пек объектсем уй-хир культурисемпе ӗҫлекен хуҫалӑхсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ.
Типӗтмелли комплекс хӑйне ӗҫре кӑтартса панӑ ӗнтӗ. Паянхи кунччен кунта 6 пин тонна ытла тырӑ типӗтме ӗлкӗрнӗ. Халӗ пӑрҫана кирлӗ шая ҫитерес енӗпе тимлеҫҫӗ. Упрамалли вырӑн 5 тонна тырӑ йышӑнма пултарать. Ку обьектсене хута яма 120 миллион тенкӗ ытла кайнӑ.
«Пусӑ ҫаврӑнӑшне тытса пырас тӗлӗшпе ҫӗрулмисӗр пуҫне ытти уй-хир культурисемпе те ӗҫлемелле. Ҫулсеренех агрофирма пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса, туса илет. Вӗсене упрама хӑтлӑ вырӑн кирлӗ. Тырӑ хранилищине тата типӗтмелли комплекса ҫӗнӗ технологисене пӑхӑнса тунӑ», — палӑртать «Слава картофелю» агрофирма генеральнӑй директорӗ Хасиятулла Идиатуллин.
Юрий Гаврилов.

