Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн команди Пӗтӗм Раҫҫейри «Школьная команда мечты» конкурсӗн финалӗнче «Творчество» номинацире Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ.
Конкурс пӗрремӗш хут «Школа Минпросвещения России» проектпа кӑҫалхи октябрӗн 22-30-мӗшӗсенче иртет. Унӑн тӗллевӗ шкулсенчи ушкӑн ӗҫне чи лайӑх йӗркелекенсене тупса палӑртса пулӑшасси пулса тӑрать.
Пирӗн округри Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн командинче шкул директорӗ Ирина Соловьева капитан пулса хутшӑнать. Унсӑр пуҫне ушкӑнра директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ Петр Родионов тата математика учителӗ Айдар Пахалов.
Вӗрентекенсене сумлӑ конкурсра ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

