Вторник, 13 октября

Пӗр професси, пӗр шӑпа

Пӗр професси, пӗр шӑпа

Шкул вӑл — иккӗмӗш кил, тесе каланине час-часах илтме пулать. Александровка вӑтам шкулӗнче вӑй хуракан Лариса Макаровнӑпа Сергей Витальевич Антоновсемшӗн шкул чӑнах та иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. Талантлӑ та пултаруллӑ педагогсем ачасене пӗлӳ парас ӗҫре 40 ҫула яхӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен професси ҫул-йӗрӗ пӗтӗмпех тӑван шкулпа ҫыхӑннӑ. Нумаях пулмасть мӑшӑр пӗр ҫемье чӑмӑртанӑранпа 35 ҫул ҫитнине уявланӑ. Ҫак хушӑра вӗсем хӑйсен ачисене ҫеҫ мар, выпускниксен темиҫе ӑрӑвне ҫитӗнтернӗ, педагогсен династийӗ пулса тӑнӑ.

Сергей Витальевич Йӑлмахва ялӗнче кун ҫути курнӑ. Шкултан лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухса Н.Г.Чернышевский ячӗллӗ Саратоври патшалӑх университечӗн истори факультетне вӗренме кӗнӗ. Дипломлӑ специалист пулса тӑван района таврӑннӑранпах вӑл Александровка шкулӗнче ачасене истори, обществознани тата географи предмечӗсене вӗрентет.

Вӗрентӳ тата воспитани ӗҫӗнче пысӑк ӳсӗмсем тунине кура 2001 тата 2010 ҫулсенче тӑрӑшуллӑ педагог Раҫҫей Федерацийӗн Вӗрентӳ тата наука министерствин Хисеп грамотине илме тивӗҫ пулнӑ. 2008 ҫулта ӑна «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ятпа чысланӑ, 2013 ҫулта «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ят парса хисепленӗ.

Сергей Витальевичӑн вӗренекенӗсем те учительтен тӗслӗх илсе яланах малти ретре пулма тӑрӑшаҫҫӗ, тӗрлӗ олимпиадӑсен, конкурссен, фестивальсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем хушшинче республика тата Раҫҫей шайӗнче мала тухнисем те пур. Ҫитӗнӳсем курӑмлӑ пулнӑ май педагога нумай хутчен Тав хучӗсем парса чысланӑ, 2022 ҫулта вӑл Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе укҫан премине те тивӗҫнӗ. Маларах та, 2008 ҫулта, Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Чи лайӑх учитель» конкурсра мала тухса вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В.Путинӑн 100 пин тенкӗлӗх грантне илме тивӗҫ пулнӑ, 2010 ҫулта ҫак конкурсра республика шайӗнче палӑрса ЧР Пуҫлӑхӗн грантне илнӗ.

С.В.Антонов хӑйӗн професси пӗлӗвне яланах тарӑнлатса пыма, пултарулӑхне аталантарма тӑрӑшать. Округра, республикӑра иртекен методика фестивалӗсене тӗплӗн хатӗрленет, малти вырӑнсене тухать. Кӑҫал вӑл нумаях пулмасть ҫеҫ Мускава класс ертӳҫисен форумне кайса килнӗ. Унта пӗтӗм ҫӗршыври учительсенчен килнӗ 43 пин заявкӑран 700 педагога ҫеҫ йыхравланӑ. Вӗсен йышне Сергей Витальевич та лекни, паллах, унӑн професси пӗлӗвӗн шайӗ пысӑккине тепӗр хут ҫирӗплетет. Педагог форумран ҫӗнӗ шухӑшсемпе пуянланса, ҫӗнӗ ӗҫ мелӗсене ӑша хывса, хавхаланса таврӑннӑ. Пултарулӑх ӗҫӗнче те вӑл кӑҫал пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ — Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Памяти героев верны!» творчество ӗҫӗсен конкурсӗнче лауреат пулса тӑнӑ. Экспертсем унӑн ӗҫне пысӑк хак пани талантлӑ учителе тата та хавхалантарса янӑ.

Кил вучахӗн управҫи Лариса Макаровна та хамӑр районти Юнтапа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӗн пӗчӗклех учитель пулма ӗмӗтленнӗскер Канашри педагогика училищинче, унтан И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче физикӑпа математика факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1987 ҫулта Александровка тӗп шкулне математика учителӗнче ӗҫлеме килнӗ, коллективпа тата ачасемпе тӳрех пӗр чӗлхе тупса професси ҫул-йӗрӗнче пӗрремӗш утӑмсем тунӑ. 1991 ҫулта Л.М.Антонова район администрацийӗн вӗренӳ пайӗнче методистра ӗҫлеме пикеннӗ. 1999 ҫулта тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑскере информаципе методика центрӗн директорне лартнӑ. Вӗренӳ пайӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтрах шкулти ӗҫне те пӑрахман вӑл, ачасем математика предметне лайӑх пӗлччӗр тесе тӑрӑшнӑ. 2024 ҫулта информаципе методика центрне реорганизацилесен ачасен хушма вӗренӳ центрӗн аслӑ методистӗнче ӗҫлеме пикеннӗ, халӗ те унтах тӑрӑшать.

Педагог хӑйӗн ӗҫне чунне парса пурнӑҫланине унӑн наградисем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл район администрацийӗн, вӗренӳ пайӗн Хисеп грамотисене нумай хутчен тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех Лариса Макаровнӑна Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗн Тав хучӗсемпе, Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотипе, «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ятпа чысланӑ.

Шкул ӗҫӗ нумай тимлӗх ыйтать пулсан та Антоновсем ҫемье валли те яланах вӑхӑт тупма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем ывӑлпа хӗре пурнӑҫ парнеленӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса анлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Хӗрӗ Анастасия Мускаври Экономикӑн аслӑ шкулне пӗтернӗ. Ывӑлӗ Эдуард Калининградри чикӗ хуралӗн институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Вӗсем юратнӑ ашшӗпе амӑшне хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарсах тӑраҫҫӗ.

— Иксӗмӗр те педагогикӑра вӑй хунӑ май эпир «пӗр хум ҫинче» тесе калас килет. Каҫсерен килте эпир шкулти ӗҫ-пуҫа сӳтсе явма та, ҫӗнӗ плансене палӑртма та вӑхӑт тупатпӑр, пуҫарусенче пӗр-пӗрне пулӑшса пыма, хавхалантарма тӑрӑшатпӑр. Шӑпах ҫакӑ ӗнтӗ пирӗншӗн ҫирӗп ҫемьен никӗсӗ, — палӑртаҫҫӗ нумай ҫул пурнӑҫ сукмакне алла-аллӑн такӑрлатакан Антоновсем.

Алевтина МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *