Воскресенье, 22 ноября

Хисеплӗ механизаторӑн юбилей

Хисеплӗ механизаторӑн юбилей

Иртнӗ ӗмӗрте уй-хирте тӑрӑшнӑ, фермӑсенче вӑй хунӑ ҫынсенчен чылайӑшӗ халӗ тивӗҫлӗ канура. «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗн правленийӗ вӗсем ҫинчен манса каймасть. Юбилейсем тӗлне килне пырса саламлани, ӑшӑ сӑмахсем каласа хастар ӗҫшӗн тав туни, паллах, ватӑсен чун-чӗрисенче ӑшӑ туйӑм ҫурататех.

Октябрӗн 20-мӗшӗнче кооперативӑн хисеплӗ механизаторӗсенчен пӗри  Николай Александрович Игнатьев 80 ҫул тултарчӗ. Мӗн ачаранах колхозра ӗҫлесе ӳснӗ вӑл. 8 класс пӗтерсенех пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра плугарьте тӑрӑшма пуҫланӑ. Техникӑна юратни унра тракторист пулас ӗмӗт ҫуратать. 1965 ҫулта каччӑ  Канашри механизаторсем хатӗрлекен шкула ҫул тытать. Ӑна ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑван ҫӗр ҫине таврӑнать.  Унтанпа вара ҫӗр ӗҫченӗн канӑҫсӑр кунӗсем пуҫланаҫҫӗ. «Дружба» колхозра  трактористра тӑрӑшма пуҫлать. 2006 ҫулччен вӑл колхозӑн машинӑпа трактор паркне утать. 50 ҫул хушшинче вӑл «хурҫӑ утпа» пурнӑҫламан ӗҫ пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра  юлман та  пулӗ. Ҫӑвӑн- хӗлӗн трактор  ҫинчен анман тесен те юрать. Хӗллехи кунсенче те вӑл вӑхӑтра ӗҫ нумай пулнӑ. Вӑрман туртармалла, улӑм сӗтӗрмелле, юр тытмалла… Пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. Ҫанталӑк ӑшӑтсан хире тухнӑ та ҫӗр шӑнсан ҫеҫ кӗнӗ. Сухаланӑ, сӳреленӗ, выльӑх апачӗ хатӗрленӗ, ҫӗртме тунӑ…

«Дружба» колхоз вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче районта яланах лайӑх кӑтартусемпе палӑрса тӑнӑ. Кунти ӗҫченсем агротехника ӗҫӗсене  вӑхӑтра та пахалӑхлӑ  пурнӑҫласа пынӑ. Ҫакӑ вара  ҫулсеренех тухӑҫлӑ тырпул, тымарҫимӗҫ туса илме май панӑ. Чӑваш тата тутар ывӑл-хӗрӗ килӗштерсе, пӗр-пӗрне пулӑшса ӗҫлесе пынӑ. Паян  ҫак ырӑ йӑла малала пырать. Николай Александрович ӗҫе тӗплӗн тума, шанса панӑ техникӑна юсавлӑ тытма ҫамрӑклах аслисенчен хӑнӑхса юлнӑ. Ӗҫре пуян опыт пуҫтарнӑскер   тин ҫеҫ трактор ҫине ларнӑ механизаторсене сӗнӳсемпе канашсем нумай панӑ. Ӗмӗрӗпех хирте ӗҫленӗ те, кашни уй пахалӑхне тепӗр аграном пек лайӑх пӗлсе ҫитнӗ. Ҫӗре юлса ҫӗртме туни, акма ҫӗр хатӗрлени те  сахал мар пулнӑ. Хастар ӗҫшӗн Н.Игнатьев механизатор  колхоз правленийӗн Хисеп грамотисене тата хаклӑ пранисене  сахал мар тивӗҫнӗ.  Ӗҫ ударникӗ, ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи тата ытти паллӑсем те чылай унӑн. 1981 ҫулта вара Николай Александрович правительство наградине тивӗҫет. Ӑна  Халӑхсен туслӑхӗн орденӗ парса чыслаҫҫӗ. Сӑмах май, ӑна пирӗн районтан 5 ҫынна анчах панӑ.

Юбиляра саламлама Хирти Мӑрат ялне округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ,  «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ Р.М. Мансуров ятарласа ҫитрӗ. «Николай Александрович пек ҫынсем колхоза аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫ тунӑ. Вӗсем хӑйсен хастар ӗҫӗпе чыс-хисепе ҫӗнсе илнӗ. Вӑл вӑй хунӑ тапхӑрта кӑткӑслӑхсемпе йывӑрлӑхсем нумай пулнӑ. Апла пулин те  чӑтса ирттернӗ, палӑртнӑ ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫласа пынӑ. Чӗререн тав сӑмахӗ калатӑп», — терӗ Ремис Мансурович юбиляра саламласа хаклӑ парне панӑ май.

Элпуҫӗнчи ял  библиотеки ҫумӗнчи «Селяночка» пӗрлешӗве ҫӳрекенсем ӗҫ ветеранӗ ячӗпе савӑк юрӑсем шӑрантарчӗҫ, хисеплӗ ҫынна сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ.

Ремис МАНСУРОВ: «Николай Александрович пек ҫынсем колхоза аталантарас енӗпе  пысӑк ӗҫ тунӑ. Вӗсем хӑйсен хастар  ӗҫӗпе чыс-хисепе ҫӗнсе илнӗ.

 Чӗререн тав сӑмахӗ калатӑп»

Наталия Павлова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *