Пирӗн тӑрӑхра 20 ҫул ытла пӗр улшӑнмасӑр колхоз председателӗнче ӗҫленӗ ҫынсем нумайӑнах мар. Вӗсенчен пӗри — Митрофан Иванович Герасимов. Вӑл 1955-1979 ҫулсенче «Луч» колхозӑн «тилхепине» тытса пынӑ. Кӑҫалхи октябрӗн 2-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Архиври документсем, ӑна пӗлнисем каласа панӑ тӑрӑх унӑн кун-ҫулӗпе утса тухар-ха.
Митрофан Иванович Тури Тимӗрчкасси ялӗнче 1926 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ. Ачалӑхӗ вӑл вӑхӑтри тантӑшӗсенчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑман пулӗ. Пӗчӗкренех аслисемпе пӗрле уй-хирте тӑрӑшнӑ. 15 ҫултах ялти «Ҫӗнтерӳ« колхозра учетчикре ӗҫленӗ. Вӑл вӑхӑтра Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ. 1943 ҫулхи ноябрӗн 9-мӗшӗнче Комсомльскинчи ҫар комиссариачӗ М.Герасимова ҫара кайма повестка парать. Ӑна Вӑрнар станцийӗнче тӑнӑ 14-мӗш стрелоксен дивизийӗн 359-мӗш стрелоксен запасри полкне яраҫҫӗ. Кунта салтаксене фронта яма хатӗрленӗ, хӗҫ-пӑшалпа усӑ курма вӗрентнӗ. Малалла вара аслӑ сержантӑн вӑрҫӑн чылай вырӑнӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑнма тивнӗ.
Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн та вӑл яла часах таврӑнайман. 1950 ҫулта анчах тӑван тӑрӑха ҫаврӑнса ҫитнӗ. Вӑйпитти ҫамрӑк, парти членӗ вӑрҫӑран таврӑннӑ ытти арҫынсемпе, ӳссе ҫитӗннӗ ҫамрӑксемпе пӗрле юхӑннӑ колхоза ура ҫине тӑратас енӗпе тӑрӑшма пуҫлать. Малтанхи вӑхӑтра хуҫалӑхри тӗрлӗ ӗҫсене хутшӑнать.
1953 ҫулхи колхоз пухӑвӗнче ӑна Маленков ячӗпе хисепленекен колхоза ертсе пыма шанаҫҫӗ. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх умӗнче йывӑрлӑхсем нумай пулнӑ, вӗсене татса пама пултаруллӑ та хастар ҫын ҫеҫ пултарнӑ. Ҫавӑнпа та ӑна халӑх суйласа илнӗ. Вӑл вӑхӑтра колхоз Тури Тимӗрчкасси ялӗнчен ҫеҫ тӑнӑ-ха. 1957 ҫулта кӳршӗри Анат Тимӗрчкасси ялӗнчи «Красный борец» хуҫалӑхпа пӗрлешнӗ. Маларах калаҫусем Тукайри Чапаев ячӗллӗ колхоза кӗрес ыйтусемпе те пулнӑ. Тӗплӗн виҫсе пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫынсем икӗ ялтан «Победа» колхоз туса хурас шухӑш ҫинче чарӑннӑ. 1962 ҫулта вара пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх ятне «Луч» тесе ҫирӗплетнӗ. Митрофан Иванович колхоза ертсе пынӑ 24 ҫул хушшинче, паллах, ҫӗршывра улшӑнусем чылай пулнӑ. Вӗсем пурте колхоза пырса тивнӗ.
Ҫав вӑхӑтсенче пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх районта пур енӗпе те малта пынӑ теме ҫук ӗнтӗ. Ҫапах та ҫулсеренех тырпул, тымар ҫимӗҫ ҫитӗнтерес, выльӑх-чӗрлӗхрен продукци илес енсемпе япӑх мар ӗҫлесе пынӑ. Патшалӑха сутмалли плансене пурнӑҫланӑ, строительство ӗҫӗсем те нумай тунӑ. Ҫак тӗлӗшпе малтанхи ҫулсенчех тӑрӑшма пуҫланӑ. Выльӑх-чӗрлӗхрен ытларах продукци илес тесен витесене ҫӗнетмелле. Ҫак чӑнлӑха тӗпе хунӑ вӑл.
Пурнӑҫ лайӑхланнӑ май ял хуҫалӑхне валли техника ытларах туянма пуҫланӑ. Вӗсене юсама хӑтлӑ мастерской туса лартнӑ. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче колхозра чылай обьект ҫӗкленнӗ.
«Специалистсенчен ҫирӗп ыйтатчӗ. Унпа манӑн юнашар нумаях ӗҫлеме тӳр килмен пулсан та Митрофан Иванович халӑхпа пӗр чӗлхе тупма пултаракан, вӗсене пӗлсе ертсе пыракан ҫын пулнӑ тесе калатӑп», — терӗ «Луч» колхозра яваплӑ вырӑнсенче тӑрӑшнӑ ӗҫ ветеранӗ А.А. Осипов.
Ахальтен мар ӗнтӗ Митрофан Ивановича ҫирӗм ытла ҫул халӑх пухусенче сасӑласа председателе суйланӑ. 1979 ҫулта вӑл колхозӑн отчетпа суйлав пухӑвӗнче хӑйне ертӳҫӗрен хӑтарма ыйтса халӑх патне тухнӑ. Хуҫалӑха ертсе пыма аслӑ пӗлӳллӗ В.Ф.Кузьмина шанса панӑ. Председатель пулма пӑрахсан та Митрофан Иванович колхоз ӗҫӗнчен пӑрӑнман. Колхоз председателӗн ҫумӗнче, кадрсем енӗпе ӗҫлекен инструкторта, профком председателӗнче тӑрӑшнӑ. Ялти обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑннӑ, ялти ветерансен совечӗн вырӑнти уйрӑмне ертсе пынӑ. Ачасене патриотизмла воспитани парас енӗпе те тимленӗ. Ун ятне районӑн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.
«Пӗлтӗр «Луч» колхоз ӗҫченӗсем чылай ҫитӗнӳ тунӑ. Сӑмахран, хуҫалӑх патшалӑха аш-какай тата сӗт сутмалли халӑх хуҫалӑх планӗсене 100 процент, ҫӑмпа 126 процент пурнӑҫланӑ. Ҫӑмарта туса илесси 1971 ҫулхинчен пӗлтӗр 54 процент ӳснӗ… ҫӑм касса илесси вара, иртнӗ ҫул 19 процент пысӑкрах пулнӑ», — палӑртнӑ «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн 1973 ҫулхи февралӗн 24-мӗш номерӗнче. Унтах Митрофан Иванович пухура каланӑ сӑмахӗсене те илсе кӑтартнӑ: «Тунӑ ҫитӗнӳсем пире савӑнтараҫҫӗ, анчах та кунпа лӑпланса ларма пултараймастпӑр…». Ҫапла, вӑл вӑхӑтра мӗн тунипе ҫырлахса ларма май килмен, партипе правительство производствӑна ӳстерсе пыма хистенӗ. М.Герасимов вара лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тесе ҫине тӑрса вӑй хунӑ.
«Атте ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫласан кашни кунах ирхине эпир тӑричченех хирсене тухса каятчӗ. Килте ӑна сахал пулма тиветчӗ. Правленире ларса тӑман вӑл, производство пыракан вырӑнсене тӑтӑшах тухса ҫӳренӗ. Ҫапах та пирӗнпе, ачисемпе калаҫма, мӗн пӑшӑрхантарни пирки ыйтса пӗлме яланах вӑхӑт тупма тӑрӑшатчӗ. Пире шкулта лайӑх вӗренме хушатчӗ. Унӑн сӗнӗвӗсемпе канашӗсем паянхи кун та манӑн асра», — аса илет хӗрӗ, нумай ҫул ачасене вӗрентнӗ Роза Митрофановна Басникова. Амӑшӗ ашшӗн шанчӑклӑ пулӑшаканӗ, хавхалантарса пыраканӗ пулнӑ. Митрофан Ивановичпа мӑшӑрӗ, Вера Максимовна, ачисене ҫӗршывшӑн усӑллӑ ҫынсем пӑхса ҫитӗнтернӗ.
Ҫулсем иртнӗ пулсан та ялта Митрофан Ивановичӑн ырӑ ятне манмаҫҫӗ.
Ильдус МИННЕТУЛЛИН,
ял хуҫалӑх управленийӗн
тӗп агрономӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ:
«Вӑл председательте ӗҫленӗ чухне эпӗ ҫамрӑк специалист пулнӑ. Митрофан Иванович ятарласа вӗренмен пулсан та ҫӗр ӗҫӗн вӑртӑнлӑхӗсене аван пӗлетчӗ. Ҫамрӑксемпе кӑмӑллӑн калаҫатчӗ».
Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-70 ҫулӗсенче тӑрӑшнӑ ертӳҫӗсемпе специалистсем колхозсемшӗн чи йывӑр вӑхӑчӗсенче ӗҫленӗ. Пур ӗҫе те, тӗпрен илсен, алӑ вӑйӗпе тунӑ. Темӗнле хӗн пулсан та вӗсем пуҫ усман, малаллах талпӑннӑ. М.И.Герасимов пек ҫынсем округ историйӗнче ӗмӗрлӗхех юлмалла, ҫамрӑксене кӑткӑслӑхсем умӗнче ҫухалса каймасӑр малалла утмаллине аса илтерсе тӑмалла.
Валентина Шингалова,
Татьяна Краснова,
архив ӗҫченӗсем,
Юрий Гаврилов.

