Воскресенье, 22 ноября

Ӑҫта – хӗрарӑм, унта – пурнӑҫ

Эрнекун, октябрӗн 16-мӗшӗнче, республикӑри пуҫаруллӑ, хастар мал ӗмӗтлӗ хӗрарӑмсене «Берегиня села» регион премине парса чыслаҫҫӗ. Уяв Шупашкар хулинче иртет.

Вунӑ номинаципе йӗркеленӗ конкурса пӗтӗмлетсе лауреатсене тата ҫӗнтерӳҫӗне палӑртаҫҫӗ. Унта муниципаллӑ округсенче пурӑнакан тата ӗҫлекен хӗрарӑмсем хутшӑннӑ. Пирӗн округри маттур хӗрарӑмсем те регион премине илме тивӗҫлӗ.

«Пирӗншӗн чи пӗлтерӗшли — ялсене ҫӗнӗ вӑй паракан, аталантаракан хӗрарӑмсене палӑртасси. Ҫак преми – мал ӗмӗтлӗ, харсӑр ҫынсене пӗрлештерекенсен историйӗ. Республикӑра пурӑнакан, ӗҫлекен кашни хӗрарӑм хӑй кирлине, ӑна хиспленине  туйтӑр. Ҫакӑ — чи кирли», — тесе палӑртать республикӑри Хӗрарӑмсен Союзӗн председателӗ Наталья Николаева.

Ял Хӗрарӑмне халалланӑ уяв епле иртнӗ, кам премие тивӗҫнӗ, кам лауреат пулса тӑнӑ — ҫитес номерте пӗлтерӗпӗр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *