Вторник, 13 октября

Объектсене юсаҫҫӗ, территори хӑтлӑланать

Объектсене юсаҫҫӗ, территори хӑтлӑланать

Хамӑр тӑрӑхри строительство тата юсав ӗҫӗсем пыракан вырӑнсенчи лару-тӑрупа округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин унта ҫитсе паллашсах тӑрать. Ыйтусене подрядчиксемпе пӗрле канашласа сӳтсе явма, татса пама тӑрӑшать.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн ҫӗнӗ ҫуртне тӑвас, йӗри-таврари лаптӑка тирпейлесе хута ярас ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Пӳлӗмсен алӑкӗсене лартаҫҫӗ, плиткӑсем хураҫҫӗ, инженери сечӗсем тӑвассине вӗҫлеҫҫӗ, котельнӑя ӗҫе яма хатӗрлесе ҫитернӗ. Тулаш  енчен те территори хитреленсе пырать, йӗри-тавра карта тытса ҫавраҫҫӗ. Стадиона туса пӗтернӗпе пӗрех. «Ҫывӑх вӑхӑтрах кунта строительсене мар, хаваслӑ сӑн-питлӗ, вӗренӳ патне ӑнтӑлакан  ачасене, тулли кӑмӑллӑ педагогсене курӑпӑр», — палӑртать Николай Никандрович.

«Колосок» ача садӗнче те ӗҫсем пыраҫҫӗ. Иккӗмӗш хутра стенасене сӑрлама пуҫланӑ, светильниксем вырнаҫтараҫҫӗ, ӑшӑ тата шыв памалли системӑна хатӗрлеҫҫӗ. Пӗрремӗш хутра тата путвалта та ӗҫсем  пӗр самантлӑха та  чарӑнмаҫҫӗ. Ача сачӗ кунсеренех илемленсе хӑтлӑланса пырать.

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи юсав ӗҫӗсене те вӗҫлес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ, пӳлӗмсене   хатӗрлесе ҫитернӗ. Электрика, ӑшӑ паракан тата ытти инженери ситемисене йӗркене кӗртнӗпе пӗрех.

«Малашне те ку обьектсенчи ӗҫсем мӗнле пынине сӑнасах, тӗрӗслесех тӑрӑпӑр. Пирӗншӗн ӗҫсем графикпа пӑхӑнса пулса пыни анчах мар,  пахалӑхӗ пысӑк шайра пулни пӗлтерӗшлӗ», — тет Николай Раськин.

/ХАМӐР ИНФ./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *