Вторник, 13 октября

Кинемей телейӗ – ачисем

Кинемей телейӗ – ачисем

Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пурӑнакан Елена Ивановна Андреева ялти ватӑ ҫынсенчен пӗри. Ҫак кунсенче хисеплӗ кинемей  96 ҫулхи ҫуралнӑ кунне уявларӗ.

Чӑннипех те анлӑ ҫулпа утать маттур хӗрарӑм. Елена Ивановна пурнӑҫӗнче сахал мар хура-шурне, телейне, савӑнӑҫне курнӑ. Мӗн пӗчӗклех ӗҫе кӳллӗннӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ терт-нушине те вӑл  чылай ас тивнӗ. Апла пулин те йывӑр вӑхӑт хуҫайман ун кӑмӑлне. Вӑл ҫутӑ малашлӑх пирки шутланӑ.

Мӑшӑрӗпе, Илья Васильевичпа 8 ачана кун ҫути парнеленӗ. Вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.  Паян вӗсем мӑнуксемпе тата мӑнмӑнуксемпе пуян. Ачисем, мӑнукӗсем тӑван киле пуҫтарӑнсассӑн, ҫурт хаваслӑ сасӑпа тулать. Акӑ вӑл  кинемейӗн — тулли телейӗ. Тата мӗн кирлӗ пурнӑҫра; 

Алевтина МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *