Вторник, 13 октября

Тӗлӗкри сӑнар

Калав

(Малалли).

Германири хӗрӗпе мӑнукӗсем Наташа патне куллен шӑнкӑравлаҫҫӗ. Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн  Ирина амӑшӗшӗн питӗ пӑшӑрханать. Ашшӗпе амӑшӗ пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланнине: юратнине курса ӳснӗрен ватлӑхра пӗччен пурӑнма ҫӑмӑл маррине лайӑх чухлать.

— Анне, тен, пирӗн пата пурӑнма килӗн? — ыйтрӗ пӗррехинче Ирина.

— Мӗскер эсӗ?! Тӑван килтен ниҫта та каймастӑп. Кунти кашни пӑтана аҫупа пӗрле ҫапнӑ… — Ӑнланатӑп-ха сана… Анчах Кольӑпа арӑмӗ хуларан яла куҫса килмеҫҫех. Пирӗн патӑмӑрта пурнӑҫа ӳпкелемелли ҫук. Пенсионерсем канлӗ пурӑнаҫҫӗ. Кил.

— Манӑн халӗ килте те санатори пекех. Ӗҫе каймастӑп. Хӑть кунӗпе ҫывӑр, анчах ыйхӑ килмест.

— Тен,  санӑн хӑвӑн валли лайӑх юлташ тупмалла? Аттен ҫулталӑкне асӑннӑ хыҫҫӑн мӑшӑрӗсӗр тӑрса юлнӑ Саша тете сана пӗрле пурӑнма сӗннӗччӗ вӗт. Чирлесен пӗр стакан шыв паракан ҫуккишӗн кулянатӑп-ҫке, — амӑшӗн кӑмӑлне хуҫас мар тесе кашни сӑмаха виҫсе каларӗ Ирина.

Кун пирки амӑшне унчченех каласшӑнччӗ вӑл, тинех меллӗ самант тупӑннишӑӗн савӑнчӗ.

— Мӗн калаҫатӑн эсӗ, хӗрӗм? 50 ҫултан иртнӗ хӗрарӑм урӑх арҫын пирки шутлать-и вара? Ватлӑхра ют ҫынна киле кӗртес ҫуках. Аҫусӑр пуҫне мана никам та кирлӗ мар, — сассине хӑпартсах каларӗ Наташа.

— Эпӗ тем япӑххи каламастӑп вӗт. Сана та, арӑмне ҫухатнӑ арҫынсене те  ялта ҫӑмӑл мар. Вӗсен килӗнче хӗрарӑм алли ҫитмест. Пӗрле шӑкӑл-шӑкӑл килӗштерск пурӑнни лайӑх тесе кӑна каласшӑн эпӗ, — сӑмахне малаллах тӑсрӗ Ирина.

Чӑнах та Толя, Иван, Леня… мӑшӑрсӑр тӑрса юлнӑранпа чылай ҫул иртнӗ. Пӗччен арҫынсем ҫине пӑхсанах вӗсем тахҫантанпах хӗрарӑм тилхеписӗр пурӑнни паллӑ. Хӑйсене тирпейсӗр тытни темех мар-ха, ушкӑнпа пуҫтарӑнса сӑмакун лӗрккени пӗтерет. Хӗрарӑм ҫуккипе хуҫалӑхне ытлӑ-ҫитлӗ тытаймаҫҫӗ, ҫурчӗ-хуралти пӗчӗккӗн тайӑлать, картишӗнче  вӗлтрен-хупах ашкӑрать… Кама кирлӗ кун пек латсӑр ӗҫкӗҫ арҫын? Вӗсем тӑлӑх хӗрарӑма пулӑшма-и?  Ӗҫ тӗлне пӗлмеҫҫӗ. Урам тӑрӑх лӗнчӗркке чуста пек сулланса утакан арҫын Наташӑна пӗр миллион тенкӗ парсан та кирлӗ мар. Ун пеккисем унӑн ҫывӑх юлташӗн картне лараймӗҫ. Вӑхӑтӗнче ҫав упӑшкисемпе арӑмӗсем мӗнле тарӑхнине лайӑх астӑвать вӑл. Вася вара  пӗрле 35 ҫул пурӑнса та ӳсӗрӗличчен эрех ӗҫсе курман.

…Ҫак калаҫу пулнӑранпа  сисӗнмесӗрех 4 ҫул иртрӗ. Паянхи сӳрӗк те салхуллӑ кун темшӗн каллех аса килчӗ ҫав самант.  Сӑлтавне те лайӑх чухлать.  Икӗ алӑра пӗр ӗҫ вӗресе тӑнӑ чухне  тунсӑхлама вӑхӑчӗ ҫукрахчӗ. Витере вӑй хуракан ҫамрӑк хӗрарӑмсем: «Пенсионерсене ӗҫлеттермӗпӗр,  пӗтӗм ӗҫе хамӑрах пурнӑҫлӑпӑр. Капла шалӑвӗ те пысӑкрах пулӗ, хушса тӳлӗҫ», — тесе мӑкӑртатрӗҫ те икӗ тантӑш, Наташӑпа Надя, текех ферма сукмакне такӑрлатас темерӗҫ.

Валентина Кириллова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *