Вторник, 13 октября

Ветерансемпе тӗл пулма хавас

Ветерансемпе тӗл пулма хавас

Октябрӗн 1-мӗшӗнче Ваттисен кунӗ. Ҫак уявра редакцие пирӗн хисеплӗ ветерансем килсе ҫитрӗҫ. Ваттисен кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ уявра ветерансен иртнӗ вӑхӑтсенчи интереслӗ  самантсем ҫинчен аса илмелли чылай пулчӗ. Мӗн тери савӑнса, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларчӗҫ вӗсем.

Пичет ӗҫченӗсенчен чи асли Николай Консантинович Скворцов. Вӑл тӑхӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ ӗнтӗ. Апла пулин те вӑр-вар-ха. Пушӑ вӑхӑтра чиркӗве ҫӳрет, кил-картишӗнче аппаланать. Хисеплӗ ветеран 1972—1990 ҫулсенче «Октябрь ялавӗ» хаҫатра фотокорреспондент пулса ӗҫленӗ. Вӑл округри пур ялсенче те, колхозсемпе предприятисенче те пулнӑ. Паянхи кун та фотоаппарата алран ямасть. Василий Гаврилов, Зинаида Соловьева корреспондентсем, Людмила Баринова корректор, Валентина Тимофеева бухгалтер – пурте пӗр вӑхӑтра тӑрӑшнӑ ветерансем.  Канаш типографийӗн Комсомольскинчи филиалне нумай ҫул ертсе пынӑ Виталий Хораськинӑн, Нина Богатырева, Зинаида Пудовкина, Зоя Буланкова, Галина Ишмуратова ӗҫченсен аса илмелли нумай пулчӗ. Вӑл вӑхӑтра район хыпарҫи 4-6 пин тиражпа тухнӑ. Офсет пичечӗ ҫине куҫиччен хаҫата шӑпах вӗсем пичетлесе вулакансем патне ҫитернӗ. Ҫутӑличчен ӗҫе ҫитнине, мӗн ҫӗрлеччен ӗҫленине хаваспа аса илчӗҫ ӗҫченсем. Юлташӗсене, ӗҫтешӗсене яланах асра тытаҫҫӗ вӗсем. Шел пулин те кӑҫал Вера Воробьева ветеран пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.

Хаҫат ӗҫӗн  ветеранӗсем яланах пирӗнпе пӗрле пулнишӗн савӑнатпӑр. Вӗсем час-часах редакцине килсе каяҫҫӗ, хаҫатпа тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ. 

/ХАМӐР ИНФ./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *