Патшалӑх ялсенче тӗрлӗ проектсемпе программӑсене ӗҫе кӗртсе унта пурӑнакансене нумай ҫӑмӑллӑхсемпе пулӑшу парать. 2022 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шӑхранпа Виҫпӳрт ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫул парни пулчӗ, Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ уҫӑлчӗ.
Малтанах кунта А.Г.Марина медсестра ӗҫлерӗ. Каярах ҫамрӑк специалиста Николай Эдуардович Семенова ялти фельдшер пунктне ҫирӗплетрӗҫ. Виҫӗ тӑватӑ уйӑх ӗҫлесен ҫамрӑк фельдшера салтака кайма ят тухрӗ. Вӑхӑт хӑвӑрт иртсе кайрӗ, Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн, каччӑ ӗҫ вырӑнне Ҫӗнӗ Шӑхран ялне таврӑнчӗ. Куншӑн ял ҫыннисем питех те савӑнчӗҫ. Ялта фельдшер пурри мӗн тери аван пулнине кунта пурӑнакансем лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Николай Эдуардович Семенов ҫамрӑк пулсан та хӑйӗн ӗҫне тӑрӑшса, юратса пурнӑҫлать. Ялта ФАП ӗҫлени питӗ меллӗ. Кунтах округри, республикӑри тухтӑрсем патне ҫырӑнма пулать. Эрнере икӗ кун тӗрлӗ анализсем илсе пациентсен сывлӑхне тӗрӗслеме тӗп больницӑри лабораторине ярать. Пирӗн фельдшер маттур, хӑйӗн ӗҫне тӑрӑшса пурнӑҫлать. Кашни килекене кӑмӑллӑн кӗтсе илсе, тӗрӗс хуравсем парать. Ял халӑхӗ шурӑ халатлӑ ӗҫчен ӗҫӗпе ҫав тери кӑмӑллӑ. Николай Эдуардович шаннӑ ӗҫре маттур пулнипе пӗрлех, спортпа та туслӑ, округра иртекен кашни мероприятие хутшӑнать, малти вырӑнсене те йышӑнать. Ахальтен каламаҫҫӗ, пултаруллӑ ҫын пур ӗҫре те маттур тесе. Ҫак сӑмахсем шӑпах ун пирки.
Шурӑ халатлӑ ӗҫчен Патӑрьел округӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ пулсассӑн та, инҫе ҫула кӗскетсе кашни кунах ӗҫе васкать, ял ҫыннисен сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслесе тӑрать. Диспансеризаци витӗр тухмалла-и, тухтӑр патне каймалла-и, анализсем памалла-и, эмелсем ҫыртармалла-и — вӑл ҫийӗнчех пулӑшать, сывлӑха яланах тӗрӗслесе тӑма сӗнет.
Август уйӑхӗнче Николай Семенов ҫемье ҫавӑрчӗ. Эпир, ял ҫыннисем, ӑна чунтан саламлатпӑр. Малашне те вӑл Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнчех ӗҫлесе пурӑнасса шанса тӑратпӑр.
Людмила ТИХОНОВА,
ял старости.

