Воскресенье, 5 мая

Публикации

Тӑван районӑмӑр – 84 ҫулта

Тӑван районӑмӑр – 84 ҫулта

Тӑван та юратнӑ кӗтесӗмӗр — Комсомольски районӗ! Пирӗншӗн эсӗ ҫав тери ҫывӑх та питӗ хаклӑ. Эпир кунта ҫут тӗнчене килнӗ, пурӑнатпӑр, вӗренетпӗр, ӗҫлетпӗр, юрататпӑр, ҫемье ҫавӑратпӑр... Кашни ҫыннӑнни пекех, районсен те ҫуралнӑ кунӗсем пур. Комсомольски районӗн биографийӗ вара 1939 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ун чухне РСФСР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ «Чӑваш АССРӗн Патӑрьел тата Шӑнкӑртам районӗсен чиккисене тата ҫӗнӗ администраципе территори йышне улӑштарасси ҫинчен» Указ кӑларнӑ. Асӑннӑ указпа ЧАССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1939 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнчи Патӑрьелпе Шӑнкӑртам районӗсен никӗсӗ ҫинче ҫӗннисене — Комсомольски тата Чкаловски районӗсене — йӗркелесси тата вӗсен йышне улӑштарасси, Комсомольски районӗн йышне Йӗпреҫ районӗнчи ялсене кӗртесси ҫинчен калакан йышӑнӑвне ҫ
Сывӑ пул, сивӗ Хӗл! Килех, ырӑ ҫуркунне

Сывӑ пул, сивӗ Хӗл! Килех, ырӑ ҫуркунне

Акӑ, сивӗ, вӑрӑм хӗл те вӗҫленсе пырать. Авалтанах ҫанталӑк ҫур енне сулӑнсан Ҫӑварни эрнине паллӑ тунӑ. Иртнӗ эрне шӑпах ҫуллӑ икерчӗпе сӑйланмалли тапхӑр пулчӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ вӑхӑта Каҫал енре пурӑнакансем те юратаҫҫӗ. Асатте-асаннесен йӑлисене хисеплесе, ҫулран-ҫул пыракан ырӑ пулӑма малалла тӑсса вӗсем кӑҫал та, февралӗн 25-мӗшӗнче, сивӗ, хаяр хӗл кунӗсене ӑсатма, хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫуркуннене кӗтсе илме Комсомольскинчи культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗҫ. Урамра халӑха хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе, ҫуллӑ та тутлӑ икерчӗсемпе кӗтсе илчӗҫ. Техӗмлӗ шашлӑк сутакансем, ытти апат-ҫимӗҫ сӗнекенсем  те кунтах вырнаҫнӑ. Пуҫӗсене ҫӳҫеллӗ тутӑр ҫыхнӑ, тӗрӗллӗ илемлӗ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем, маттур каччӑсем  уява сӑн кӗртекенсем  пулчӗҫ.   Фойере вара культура ӗҫченӗсем ачасе
Пособие индексациленӗ

Пособие индексациленӗ

Чӑваш Енре февралӗн 1-мӗшӗнчен социаллӑ тӳлевсен 35 тӗсне индексациленӗ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлтернӗ Правительство ҫуртӗнчи канашлура Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Валерий Николаев. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр тӳлевсемпе пособисен шайне кашни ҫулах потребитель хакӗсем ӳснин индексне шута илсе улӑштараҫҫӗ. Кӑҫал вӑл 11,9 процент ӳснӗ. Ҫапла федераллӑ льготниксен 28 категорийӗн тӳлевӗсем пысӑкланнӑ. Ҫав шутра: инвалидсем, ҫар действийӗсен ветеранӗсем, Раҫҫей Геройӗсем, пуҫ хунӑ геройсен ҫемйисем, Социализмла Ӗҫ Геройӗсем, техногенлӑ тата радиаци катастрофисенче шар курнисем тата ыттисем те. Чӑваш Енре ҫакӑн пек тӳлевсене 92 пин ытла ҫын илсе тӑрать. Социаллӑ пулӑшусен пуххине те индексациленӗ. Унӑн хакӗ 156 тенкӗ ӳссе халӗ уйӑхра 1469 тенкӗпе танлашать. Льготниксем сана
Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ

Ял халӑхӗн ыйтусем нумай. Вӗсем пирки пӗрле калаҫас, малашнехи тӗллевсене палӑртас шутпа пуҫтарӑнчӗҫ Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакансем граждансен пухӑвне. Малтанах Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫсем пирки отчет туса пачӗ. Ялсен инфраструктурине аталантарас енӗпе патшалӑх программисемпе тухӑҫлӑ усӑ курни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ҫулсене пӑхса тӑрас, вӗсене вак чул сарса хытарас, ача-пӑчана выляса канма площадкӑсем тӑвас енӗпе мӗнле ӗҫлени пирки каларӗ. Ял халӑхӗ тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе тӑрӑшнине, ҫак енӗпе малалла та вӑй хумаллине палӑртрӗ. Пуҫаруллӑ бюджет укҫа-тенкипе усӑ курни ку енӗпе пулӑшу парассине ҫирӗплетрӗ. Ҫавӑн пекех кӑҫал пурнӑҫламалли тӗллевсемпе паллаштарчӗ. Чечен вӑрҫине хутшӑннисен ячӗпе аллея уҫасси пирки те сӑмах пулчӗ.
В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса  тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр»

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса  тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр»

Февралӗн 21-мӗшӗнче Мускавра Гостиный дворта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераллӑ пухӑва  Ҫырупа тухрӗ. Ҫырӑвӑн пысӑкрах пайне Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ ҫинчен калани йышӑнчӗ. Асӑннӑ вӑрҫа, Раҫҫее салатас, пӑхӑнтарас тӗллевпе Анӑҫри ҫӗршывсем Киеври марионеткӑсем урлӑ пуҫарнӑ. «Пирӗн вара ӑна чарас, мирлӗ халӑха хӳтӗлес тесе вӑйпа усӑ курма тивет. Эпир Тӑван ҫӗршыва, ҫынсен пурнӑҫне хӳтӗлетпӗр.  Пирӗн нумай нациллӗ халӑх, граждансенчен чылайӑшӗ СВО тӗлӗшпе принциплӑ позици йышӑнчӗ, эпир тӑвакан ӗҫсен пӗлтерӗшне ӑнланчӗ. Донбаса неонацистсенчен хӳтӗлес ӗҫре чӑн-чӑн патриотизм туйӑмӗ малта тӑни палӑрчӗ», — терӗ Владимир Владимирович.   РФ ҫӗнӗ субъекчӗсене социаллӑ экономика тӗлӗшӗнчен аталантармалли анлӑ программа пуҫарасса пӗлтерчӗ. Сӑмах вӗсенчи предприятисемпе ӗҫ в
Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр

Вӑхӑт шӑвать, кун хыҫҫӑн кун иртет. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа кӗҫех ҫулталӑк ҫитет. Унта службӑра тӑракансен, мобилизаципе кайнӑ  ҫынсен, хамӑрӑн ентешсен пурнӑҫӗпе округра пурӑнакансем интересленсех тӑраҫҫӗ, вӗсем пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. Операци пуҫланнӑранпах ентешӗмӗрсемсем ҫӗршывӗпех пыракан ыркӑмӑллӑх акцийӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Иртнӗ ҫулхи февралӗн  28-мӗшӗнчех районти культура ҫуртӗнче гуманитарлӑ пулӑшу центрӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Донецк тата Луганск республикисенчен килсе ҫитнӗ ҫынсем валли ӑшӑ япаласем, гигиена, вырӑн хатӗрӗсем, апат-ҫимӗҫ, йӑлара усӑ курмалли техника, пластик савӑт, тумтир, канцтаварсем йышӑнма тытӑннӑ. Малтанхи кунсенчех район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Осипов, Комсомольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ М.Илларионова, райпо, «Кооператор», «Хлебозавод»
Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр

Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсене Комсомольски культура ҫуртӗнче февралӗн 17-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Унта округри вӗрентӳ организацийӗсен представителӗсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, хӑйсен ӗҫ-хӗлне ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ парассипе ҫыхӑнтарма шут тытнӑ, ку енӗпе пӗрремӗш ӑнӑҫлӑ утӑмсем тунӑ ҫамрӑк специалистсем, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Уяв урамранах пуҫланчӗ ҫав кун. Культура ҫурчӗ умӗнче хӑнасене хаваслӑ клоунсем кӗтсе илчӗҫ. Фойене пырса кӗрсен вара вӗлле пек сӗрлесе тӑракан шкул ытамне лекнӗнех туйӑнчӗ. Кунта округри шкулсенчи «Ӳсӗм вырӑнӗсем» куракансене хӑйсен ӗҫӗсемпе хаваспах паллаштарчӗҫ. Мӗнпе кӑна кӑсӑкланмаҫҫӗ, мӗн кӑна ӑсталамаҫҫӗ иккен пирӗн ачасем?! Лазерпа шахмат фигурисем, ытти япала касса кӑлараҫҫӗ, тӗ

Тӗлпулу йӗркеленӗ

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунӗ умӗн Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче стройпа юрӑ смотрӗ йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та иртрӗ вӑл. Ҫавӑн пекех ачасем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтакпа та тӗлпулу ирттерчӗҫ. Дмитрий Геннадьевич кӗскен унта службӑра тӑракан ҫар ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлӗ, Украинӑри лару-тӑру пирки каласа пачӗ, ачасене тӑрӑшса вӗренме, спортпа туслӑ пулма, Тӑван ҫӗршыва юратма сунчӗ. Шкулти мероприятие хутшӑннӑ муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Ю.Н.Митюков, «Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗВГ и ВД» обществӑлла организацин ертӳҫин ҫумӗ Ю.П.Филиппов ҫамрӑк армеецсем стройпа харӑссӑн утнине пӑхса хакларӗҫ. Вӗренекенсене хамӑр ҫӗршыва юратмалли, унӑн историне пӗлмелли пирки каларӗҫ. Вӗсене ҫирӗ
Спартакиада пуҫланчӗ

Спартакиада пуҫланчӗ

Февралӗн 18-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округӗн команди Чӑваш Республикин патшалӑх служащийӗсен 21-мӗш Спартакиадин I тапхӑрне хутшӑннӑ. Унта регионӑн мӗнпур влаҫ органӗсен представителӗсем ҫума-ҫумӑн тӑрса тупӑшнӑ. Олимп резервӗн 2-мӗш номерлӗ спорт шкулӗн юр трасси ҫинче 45 йӗлтӗр дружини тӗл пулнӑ: федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӑн республикӑри территори органӗсен 8 команди, Чӑваш Енӗн патшалӑх влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен 17 команди тата республикӑри муниципалитетсен 20 команди. Республика правительстви физкультурӑпа спорта аталантарасси ҫине тимлӗх уйӑрнипе йӗлтӗрпе ярӑнмалли трассӑна питӗ лайӑх хатӗрленӗ. Ҫакнашкал мероприятисене хутшӑнни чун хавалне пиҫӗхтерет, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлма кӑмӑла ҫӗклет. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗреймен пулин те, пирӗн команда вӑйлӑ йӗлтӗрҫӗсем хушшинчи 
Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова

Иртнӗ кунсенче «Тӑван чӗлхепе литературине чи лайӑх вӗрентекен» професси конкурсӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ пулчӗ. Ку конкурс районта пуҫласа иртет. Унта тӑван (чӑваш, тутар, вырӑс) чӗлхепе литературӑна вӗрентекен, икӗ ҫултан кая мар педагогика опычӗллӗ кирек кам та хутшӑнма пултарать.  Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин 2023 ҫул Раҫҫейре Педагогпа наставник ҫулталӑкӗ пулассине пӗлтерчӗ. Тупӑшакансем професси ӑмӑртӑвне ҫак ҫулталӑка халалларӗҫ. Районта иртекен куҫӑн тапхӑра 4 шкултан 4 вӗрентекен хутшӑнчӗ: Л.Н.Данилова (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ), Л.И.Никифирова (Хирти Явӑш тӗп шкулӗ), Г.М. Ямалетдинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ), Л.Н.Владимирова (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ). Жюри членӗсем конкурсантсене тӗрлӗ пултарулӑхра хакларӗҫ. Тупӑшу 3 турпа иртрӗ. Чи малтан вӗрентеке