Воскресенье, 28 апреля

Пособие индексациленӗ

Пособие индексациленӗ

Чӑваш Енре февралӗн 1-мӗшӗнчен социаллӑ тӳлевсен 35 тӗсне индексациленӗ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлтернӗ Правительство ҫуртӗнчи канашлура Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Валерий Николаев.

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр тӳлевсемпе пособисен шайне кашни ҫулах потребитель хакӗсем ӳснин индексне шута илсе улӑштараҫҫӗ. Кӑҫал вӑл 11,9 процент ӳснӗ.

Ҫапла федераллӑ льготниксен 28 категорийӗн тӳлевӗсем пысӑкланнӑ. Ҫав шутра: инвалидсем, ҫар действийӗсен ветеранӗсем, Раҫҫей Геройӗсем, пуҫ хунӑ геройсен ҫемйисем, Социализмла Ӗҫ Геройӗсем, техногенлӑ тата радиаци катастрофисенче шар курнисем тата ыттисем те. Чӑваш Енре ҫакӑн пек тӳлевсене 92 пин ытла ҫын илсе тӑрать.

Социаллӑ пулӑшусен пуххине те индексациленӗ. Унӑн хакӗ 156 тенкӗ ӳссе халӗ уйӑхра 1469 тенкӗпе танлашать. Льготниксем санаторире пӗр кун каннӑшӑн тӳлемелли хак та пысӑкланнӑ. Унсӑр пуҫне ачаллӑ граждансене паракан хӑш-пӗр пособисене индексациленӗ. «Ача ҫулталӑк ҫурӑ тултариччен ӑна пӑхнӑшӑн паракан пособин чи пӗчӗк шайӗ 914 тенкӗ ӳссе халӗ 8591 тенкӗпе танлашать. Призывпа службӑра тӑраканӑн ачине уйӑхсерен тӳлекен пособи халӗ — 15548 тенкӗ. Паянхи куна ӑна 12 ҫын илсе тӑрать. Тата ытти пособисем те халӗ малтанхинчен пысӑкрах, ҫав шутра: страхланман хӗрарӑмсене ача кӗтнӗ чухне тата ача ҫуратсан паракан пособи — 859 тенкӗ; ача ҫуралнӑшӑн паракан пособи — 22909 тенкӗ; призывпа службӑра тӑраканӑн ача кӗтекен мӑшӑрне тӳлекен пособи — 36279 тенкӗ», — пӗлтернӗ Валерий Николаев.

Февралӗн 1-мӗшӗнчен амӑшӗн капиталӗ те ӳснӗ. Пӗрремӗш ачашӑн вӑл 587 пин тенке яхӑн — ун шайне 62 пин тенкӗ ӳстернӗ. Иккӗмӗш ача ҫуралсан унӑн шайӗ халӗ 775 пин тенкӗрен ытларах — 82 пин тенкӗ ӳснӗ. Пӗтӗмӗшле республикӑра пурӑнакан 150 пин ҫыннӑн пособийӗсемпе тӳлевӗсене индексациленӗ. Ҫавна май вӗсене тӳлеме каякан тӑкаксем кӑҫал 454 миллион тенкӗ ӳсеҫҫӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле шайӗ 4 миллиард та 600 миллион тенкӗ ытла пулӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *