Четверг, 18 апреля

Публикации

Тӗрӗслев хыҫҫӑн – хире

Тӗрӗслев хыҫҫӑн – хире

— Техника тӗрӗслевӗ хыҫҫӑнах  тракторсене нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма хире кӑларасшӑн, — пӗлтерчӗ «Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО ертӳҫи Р.М.Мансуров апрелӗн 9-мӗшӗнче техосмотр пуҫланас умӗн. Чӑнах та, кӑнтӑрла иртсен техника нумай ҫул ӳсекен  курӑксен уйӗнче тӑрӑшнӑ, 40 гектар ҫинче апатлантарнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та унта ҫитсе курнӑ, механизаторсене ӑнӑҫу суннӑ. Унччен вара тӗрӗслев иртнӗ. «Дружба» ЯХПК, «Сюрбеево» ООО, Мансуровӑн фермер хуҫалӑхӗ пурӗ 28 трактора тӗрӗслеве тӑратнӑ. Вӗсем тӗрлӗ маркӑллӑ, тӗрлӗ лаша вӑйӗллӗ. Комисси вӗсене пур енчен те пӑхса хакларӗ. Техникӑн тӗп ӗҫлев пайӗсемпе пӗрлех ҫутатакан, сасӑ паракан хатӗрӗсен юсавлӑхне те тӗрӗслерӗ. Трактор ҫинчех медаптечка, огнетушитель пулнипе те интересленчӗҫ. Механизаторсем хӑйсен
Машина-трактор сассисемпе тулӗҫ

Машина-трактор сассисемпе тулӗҫ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем паян-ыран хире нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма тата сӳрелеме тухма хатӗрленеҫҫӗ. «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи механизаторсем ҫак ӗҫе апрелӗн 9-мӗшӗнче пуҫланӑ. Павел Данилов, Александр Константинов, Алексей Павлов, Илья Григорьев трактористсем яра куна хирте тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем ӗнерхи кун тӗлне 200 гектара яхӑн нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ, 100 гектар ытла сӳреленӗ. Кӗҫех округри хирсем машина-трактор сассисемпе тулӗҫ. Ремис Шарафутдинов.
Культура сфери аталансах пырать

Культура сфери аталансах пырать

«Культура» наци проекчӗ пирӗн республика территорийӗнче 2019 ҫултанпа пурнӑҫланать. Вӑл регион шайӗнчи виҫӗ проектран тӑрать, ҫав шутра% «Культура хутлӑхӗ», «Творчество ҫыннисем» тата «Цифра культури».  «Культура хутлӑхӗ», «Цифра культури» проектсен тӗллевӗ — культура инфраструктурине модернизацилесе, ҫӗнӗ йышши хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерсе ҫынсен пурнӑҫ шайне ӳстересси, культурӑна ҫынсем патне ҫывӑхлатасси. Ҫак проектсемпе килӗшӳллӗн муниципаллӑ округра 8 культурӑпа кану вырӑнне юсаса ҫӗнетнӗ, Шурутра тата Тукайра ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем тунӑ. Кӑҫалхи планра — Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи тата Элпуҫӗнчи культура ҫурчӗсене юсасси. Наци проекчӗ пулӑшнипе районти тӗп библиотекӑн сӑн-сӑпачӗ те чылай улшӑннӑ. Ҫурта юсанӑ, ҫивиттине улӑштарнӑ, малти пайне илемлетнӗ, хутса ӑшӑтмалли тата ҫутӑпа тивӗ
Ӗмӗрӗпе тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ

Ӗмӗрӗпе тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ

Халӑх хуҫалӑхӗн нумай отраслӗнчи пекех суту-илӳре те ҫемье династийӗсем пур. Паян эпӗ пирӗн округри Кокшинсем пирки каласа парасшӑн. Династие пуҫарса яраканӗ Александр Романович Кокшин (1925—1998 ҫ.ҫ.) хамӑр районти Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ялти 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн «Правда» колхозра тӑрӑшнӑ. Ун хыҫҫӑн милицире ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа илсе кайнӑ. Вӑл 1-мӗш Белорусси фронтӗнче 35-мӗш механизациленӗ бригадӑра связист-автоматчик пулса ҫапӑҫнӑ. Александр Романовича Барановичи хули патӗнче ураран  амантаҫҫӗ. Госпитальте выртса сурансене сипленӗ хыҫҫӑн вӑл каллех ҫапӑҫу хирне тухса каять. Унта вӑл мӗн вӑрҫӑ вӗҫленичченех  пулать. А.Кокшинӑн фронтри паттӑрлӑхне «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» 2 медаль, «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орден, Отечественн
Спортпа туслӑ салтак

Спортпа туслӑ салтак

Йӑлмахва ялӗнче 2004 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ Андриян Яковлева 2023 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче салтака кайма повестка тыттарнӑ. Ҫамрӑк каччӑ Псков хулине ракетчиксен ҫарне лекет. Ҫӳллӗ шайри ҫар дисциплини кашни салтака ҫар присягине шанчӑклӑ тытса пыма хистет. Ҫапла калаҫҫӗ халӑхра: «Ҫар службинчен ҫамрӑксем арҫын пулса таврӑнаҫҫӗ». Паллах, ҫӑмӑлах мар службӑра, анчах пӗтӗм йывӑрлӑхсене парӑнтарать ҫамрӑк ҫын. Яковлев рядовой ҫар службинче малтанхи кунсенчех хӑйне пур енӗпе те лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартать. Ҫар уставне тимлӗн ӑнланса пурнӑҫлать, нарядсене пӗр асӑрхаттарусӑр ирттерсе ярать, ҫуралнӑ ялпа, ҫывӑх ҫынсемпе яланах ҫыхӑну тытать. Кӑҫалхи февралӗн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗнче Андриян службӑра тӑракан чаҫре уяв ячӗпе спорт мероприятийӗсем ирттернӗ, кире пука
Вӑрмана кӗме чараҫҫӗ

Вӑрмана кӗме чараҫҫӗ

Тавралӑх шур юртан тасалса пырать. Малашне ҫанталӑк татах та ӑшӑтать. Вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх вӑйланать. Ҫавӑнпа та Федераллӑ тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн апрелӗн 10-мӗшӗнчен вӑрмансене транспорт хатӗрӗсемпе кӗме чарнӑ. Ҫак кунтан пуҫласа пушартан асӑрханмалли уйрӑм режим пуҫланать. Вӑрманта  тата ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап, типӗ курӑка ҫунтарма юрамасть. Ҫак мерӑсене ахальтен йышӑнман. Ҫынсем вут-ҫулӑмпа асӑрханусӑр пулнипе ҫулсеренех ҫӗршывра вӑрмансенче нумай пушар тухать, мӗн чухлӗ йывӑҫ-курӑк кӗл айне пулать. Кӗҫех уйрӑм ҫынсем те вӑрмана ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ. Кӑмпа, ҫырла, чечексем пуҫтарма унта ҫитеҫҫӗ. Вӗсене сигаретсемпе, шӑрпӑкпа асӑрхануллӑ пулма ыйтатпӑр. Ҫӳп-ҫап, кӗленче савӑт-сапа пӑрахса хӑварни те тепӗр чухне инкек патне илсе ҫитерет.
«Тӑванӑн тӑванпа савӑнмалла»

«Тӑванӑн тӑванпа савӑнмалла»

Апрелӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче район шайӗнче чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен фестивалӗ иртрӗ. Унта районти пур шкулсенчи педагогсем те пуҫтарӑнчӗҫ. Ачасем хӑнасене юрӑпа, илемлӗ сӑвӑсемпе, чӑвашсен йӑлипе ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн директорӗ А.С. Борисов  музейпа паллаштарчӗ, шкул пурнӑҫӗ ҫинчен кӗскен каласа кӑтартрӗ. 2024 ҫула Раҫҫей Президенчӗ В.В.Путин Ҫемье Ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.А.Николаев Экологи культурин тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май вӗрентекенсем вӗсемпе ҫыхӑнтарса уҫӑ уроксем, класс тулашӗнчи ӗҫсем, ӑсталӑх класӗсем ирттерчӗҫ. Кашни урок хӑйнеевӗр пулчӗ. Т.Ю.Ермолаева 5-мӗш класра вӗренекенсемпе «Авалхи чӑваш хӗвелӗн палли» ӑсталӑх класӗ ирттерчӗ.
Республика тулашӗнче палӑрнӑ

Республика тулашӗнче палӑрнӑ

Нумаях пулмасть Мари Элта С.Н.Бутяков ячӗпе каратэ енӗпе республикӑн уҫӑ ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Унта пирӗн округри ачасемпе ҫамрӑксен «Кӗтне» спорт шкулӗн спортсменӗсем те хутшӑннӑ. Андрей Самарин 63 килограмм виҫеллисем хушшинче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Юлия Акчурина 32 килограмм таранхи виҫере иккӗмӗш пулнӑ. Савелий Скворцов ҫак виҫерех виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Каратэ пирӗн округра аталанса ҫеҫ пырать-ха. В.В.Акчурин тренер воспитанникӗсем пысӑк ҫитӗнӳсем туни савӑнтарать. Валерий Денисов.
Пӗчӗклех маттур

Пӗчӗклех маттур

Урмаел вӑтам шкулӗнче вӗренекен Салих Сахров 8 ҫулта анчах-ха. Апла пулин те вӑл спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тунипе палӑрса тӑрать. Иртнӗ ҫул вӑл Хусанта  хӗллехи дуатлон енӗпе иртнӗ ӑмӑртура 1-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Мускавран акватлон ӑмӑртӑвӗнчен 2-мӗш вырӑнпа таврӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть вӑл Сочи хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Лига триатлона. Дети» ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Хӑйӗн ӳсӗм ҫулӗсенчи спортсменсемпе ӑмӑртса дуатлон енӗпе 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Халӗ Салих асӑннӑ тупӑшӑвӑн Волгоградра иртекен 3-мӗш тапхӑрне хутшӑнма хатӗрленет. Пултаруллӑ ачана унта та ӑнӑҫу сунатпӑр. Нежметдин Сахров.
Ҫураки инҫе мар

Ҫураки инҫе мар

Хирсем юртан тасалса пыраҫҫӗ. Нумаях та вӑхӑт иртмӗ вӗсем машина-трактор сассисемпе  тулӗҫ. Хальхи вӑхӑтра округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче пикенсех ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене хатӗрленеҫҫӗ. Ҫуракинчи ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тӗпрен илсен техника вӑйӗнчен килет. Ҫавӑнпа та хуҫалӑхсем пикенсех вӗсене юсаса хатӗрлес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Вунна яхӑн хуҫалӑхра тракторсем ҫулсерен ирттерекен техосмотр витӗр тухнӑ. Халӗ  кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене пӑхса яраҫҫӗ, кӑлтӑксем пулсан юсаҫҫӗ. Вӑрлӑх — тухӑҫ никӗсӗ, тетпӗр те, ку енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ. Пур ҫӗрте те пахалӑхлӑ вӑрлӑх акас тӗллевлӗ. Ҫӗннисене илсе килеҫҫӗ, пуррине акма юрӑхлӑ кондицие лартаҫҫӗ. Специалистсем вӑрлӑха имҫамласа акнин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Ҫӗртен илнипе анчах мар, ӑна памалла та. Ял хуҫалӑ