Суббота, 27 апреля

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса  тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр»

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса  тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр»

Февралӗн 21-мӗшӗнче Мускавра Гостиный дворта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераллӑ пухӑва  Ҫырупа тухрӗ.

Ҫырӑвӑн пысӑкрах пайне Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ ҫинчен калани йышӑнчӗ. Асӑннӑ вӑрҫа, Раҫҫее салатас, пӑхӑнтарас тӗллевпе Анӑҫри ҫӗршывсем Киеври марионеткӑсем урлӑ пуҫарнӑ. «Пирӗн вара ӑна чарас, мирлӗ халӑха хӳтӗлес тесе вӑйпа усӑ курма тивет. Эпир Тӑван ҫӗршыва, ҫынсен пурнӑҫне хӳтӗлетпӗр.  Пирӗн нумай нациллӗ халӑх, граждансенчен чылайӑшӗ СВО тӗлӗшпе принциплӑ позици йышӑнчӗ, эпир тӑвакан ӗҫсен пӗлтерӗшне ӑнланчӗ. Донбаса неонацистсенчен хӳтӗлес ӗҫре чӑн-чӑн патриотизм туйӑмӗ малта тӑни палӑрчӗ», — терӗ Владимир Владимирович.  

РФ ҫӗнӗ субъекчӗсене социаллӑ экономика тӗлӗшӗнчен аталантармалли анлӑ программа пуҫарасса пӗлтерчӗ. Сӑмах вӗсенчи предприятисемпе ӗҫ вырӑнӗсене, Азов тинӗсӗн порчӗсене  ҫӗклесси, вӑл ҫӗнӗрен Раҫҫейӗн шалти тинӗсӗ пулса тӑни, хальхи ҫӗнӗ ҫулсем тӑвасси пирки пычӗ.

РФ Президенчӗ ҫапӑҫу хирӗнче вилнӗ салтаксемпе мирлӗ ҫынсене, карательсен аллинчен пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑма ыйтрӗ.

Вилнӗ салтаксемпе СВО ветеранӗсен ҫемйисене адреслӑ пулӑшу парас тӗллевпе В.В.Путин ятарлӑ патшалӑх фончӗ йӗркелеме, унӑн тытӑмне Раҫҫейри мӗнпур регионта кӑҫалах ӗҫлеттерсе яма хушу пачӗ. Ҫарпа флота ҫирӗплетес енӗпе пирӗн малашнехи утӑмсен никӗсне ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра илнӗ ҫапӑҫу опытне хумаллине палӑртрӗ. Оборонӑпа промышленноҫ комплексне мӗнпур майпа аталантарма, унта ӗҫлекенсене пурӑнмалли кӗтесшӗн тӳлеме ҫӑмӑллӑхсем кӗртмеллине палӑртрӗ.

Владимир Путин Раҫҫей экономикипе управлени системисем Анӑҫра шутланинчен чылай ҫирӗпрех пулнине, пӗрлехи ӗҫе пула экономика лару-тӑрӑвӗн ҫирӗплӗхне тивӗҫтерни пирки каларӗ. Ҫӗршыв экономикине аталантарма тӳпе хывакан предприятисемпе предпринимательсене налук ҫӑмӑллӑхӗсем памалли йӗркене ҫирӗплетме те сӗнӳ пачӗ. Раҫҫей вӑйлӑ та ҫирӗп пултӑр, конкурентлӑх аталантӑр тесен пӗтӗм промышленноҫра ӗҫлеме рабочи профессисене вӗрентсе хатӗрлемелле — ҫитес пилӗк ҫул хушшинче миллиона яхӑн специалист кӑлармалла.

Ҫӗршыв ертӳҫи правительствӑна тӳлевсӗр газ кӗртес тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмне ҫӗнетес программӑсене укҫа хывассине тивӗҫтерме ыйтрӗ. Владимир Путин Раҫҫей ҫӗршывне нумаях пулмасть кӗнӗ территорисенче те амӑшӗн капиталне пама сӗнчӗ. Пысӑк юханшывсене тасатас ӗҫ малалла пырӗ. Ҫав шута Атӑл юханшывӗ те кӗрет.

Владимир Путин аслӑ пӗлӗвӗн йӑлана кӗнӗ тытӑмне тавӑрма сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех ытти социаллӑ ыйтусем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *