Суббота, 27 апреля

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр

Вӑхӑт шӑвать, кун хыҫҫӑн кун иртет. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа кӗҫех ҫулталӑк ҫитет. Унта службӑра тӑракансен, мобилизаципе кайнӑ  ҫынсен, хамӑрӑн ентешсен пурнӑҫӗпе округра пурӑнакансем интересленсех тӑраҫҫӗ, вӗсем пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. Операци пуҫланнӑранпах ентешӗмӗрсемсем ҫӗршывӗпех пыракан ыркӑмӑллӑх акцийӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Иртнӗ ҫулхи февралӗн  28-мӗшӗнчех районти культура ҫуртӗнче гуманитарлӑ пулӑшу центрӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Донецк тата Луганск республикисенчен килсе ҫитнӗ ҫынсем валли ӑшӑ япаласем, гигиена, вырӑн хатӗрӗсем, апат-ҫимӗҫ, йӑлара усӑ курмалли техника, пластик савӑт, тумтир, канцтаварсем йышӑнма тытӑннӑ. Малтанхи кунсенчех район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Осипов, Комсомольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ М.Илларионова, райпо, «Кооператор», «Хлебозавод» ОООсем, «Слава картофелю» агрофирма, Э.Кокшин, Г.Зайцева, И.Минуллин предпринимательсем, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр, «Молодая гвардия» вырӑнти уйрӑмӗн волонтерӗсем, педагогсем, культура ӗҫченӗсем, уйрӑм ҫынсем те чылай япала илсе килнӗ. Ку ырӑ ӗҫе хутшӑнакансем нумайӑн пулнӑ. Мартӑн 4-мӗшӗнче пуҫтарнӑ япаласене пулӑшу кӗтекенсем патне ӑсатнӑ.

Малалла та гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарасси районта чарӑнса ларман. Ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем, шкулсем, обществӑлла организацисем, ыркӑмӑллӑх фончӗсем, ялсенчи хастар ҫынсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли халӑхран апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ тумтир пуҫтарса Украинӑна ярса парассине йӗркелесе пынӑ.

РФ Президенчӗ В.Путин сентябрӗн 21-мӗшӗнче тулли мар мобилизаци ҫинчен указ кӑларнӑ. Октябрь уйӑхӗнче пирӗн тата Елчӗк районӗсенчен мобилизаципе каякансене чыслӑн ӑсатассине йӗркеленӗ. Районта гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарасси татах та вӑйланнӑ. Унта ачасенчен пуҫласа ватӑ ҫынсем таранах хастар хутшӑннӑ.  Ӑшӑ алсиш-чӑлха ҫыхса хатӗрлес ӗҫе асаннесемпе кукамайсем те хапӑлласах пуҫӑннӑ. Тивӗҫлӗ канурисем укҫа-тенкӗпе те пулӑшаҫҫӗ.

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ «Письмо к солдату», «Тепло для героя», «Корзинка для мобилизованных», «Подари платок солдату», «Новогодний подарок солдату» тата ытти акцисене пирӗн тӑрӑхри ҫынсем нумайӑн хутшӑнчӗҫ. Шкул ачисем ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ячӗпе ҫырнӑ ӑшӑ сӑмахсем салтаксен чӗрисенче ырӑ туйӑмсем ҫуратӗҫ. Чӑваш тӗррипе илемлетнӗ сӑмса тутрисем хӳтӗлев, управ символӗ- сем пек пулӗҫ.

Пирӗн округра пурӑнакансем аякра службӑра тӑракансене апат-ҫимӗҫпе, ӑшӑ тумтирпе ҫеҫ мар, тата ытти япаласемпе те пулӑшнӑ, пулӑшаҫҫӗ те. Шкулсенче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем окоп ҫуртисем чылай хатӗрлерӗҫ. ,ҫ тата техника хатӗрӗсем, автомашинӑсем туянма та укҫа-тенкӗ пуҫтарчӗҫ. Халӑх хывнӑ пулӑшӑва пула ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерекен вырӑна тепловизорсем, бинокльсем, монокольсем, каҫпа курма май паракан хатӗрсем ӑсатма пултартӑмӑр. Унта службӑра тӑракансене буржуйка-кӑмакасем те, сварка аппарачӗсем те, бензопиласем те, саморезсемпе пӑтасем те кирлӗ. Халӑх ырӑ туйӑмпа хывнӑ укҫа-тенкӗпех кӗреҫесем, пуртӑсем, авторезина туянса салтаксем патне ҫитерме тӑрӑшатпӑр. Пирӗн хастар волонтерсем инҫетри ентешсемпе ҫыхӑну тытсах тӑраҫҫӗ. Вӗсене мӗн кирлине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр», «Пӗрле» фондсем тӑрӑшнипе пуҫтарнӑ япаласене ҫийӗнчех кирлӗ ҫӗре ҫитеретпӗр.

Пирӗн тӑрӑхра чӑннипех те ырӑ чӗреллӗ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене курӑмлӑ пулӑшу параҫҫӗ. Пулӑшу пуҫтаракан вырӑнсене Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнчи Э.Чукмарев 5 михӗ ыхра, Хирти Мӑнтӑр ялӗнчи  Г.Крылов 60 килограмм пыл, Ҫӗнӗ Кипеҫри О.Петров килти ашран хатӗрленӗ тушенкӑсем, Комсомольскинчи С.Батюков кондитер изделийӗсем, Аслӑ Чурачӑкри Г.Пурлушкин атӑ-пушмак таврашӗсем салтаксем валли илсе килнӗ. Ку списока татах та тӑсма пулать.

Мобилизаципе кайнисен ҫемйисене патшалӑх енчен ҫӑмӑллӑхсемпе пулӑшнипе пӗрлех предприятисемпе организацисем те айккинче юлмаҫҫӗ. Ку енӗпе Р.Шарафутдиновӑн фермер хуҫалӑхӗ ырӑ утӑм тунине палӑртмалла. Вӑл кӗркуннех Кайнлӑк ял тӑрӑхӗнчен мобилизаципе кайнӑ 5 ҫемьене тӳлевсӗрех пӗрер тонна тулӑ килӗсене ҫитерсе панӑ. Кун пек тӗслӗхсем ытти ҫӗрте те палӑраҫҫӗ.

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен шӑпи пурне те хумхантарать. Ҫавӑнпа та кашниех мӗнпе пултарать, ҫавӑнпа салтаксене пулӑшма тӑрӑшать. Культура ӗҫченӗсем, сӑмахран, концертсем ирттерсе билет сутнӑ укҫа-тенке ыркӑмӑллӑх фончӗсене хываҫҫӗ. Ачасем ҫырусем ҫыраҫҫӗ,   ӳкерчӗксем, окрыткӑсем хатӗрлесе салтаксене ярса параҫҫӗ…

Пирӗн округра Украинӑри ятарлӑ  ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ штаб пур. Ырӑ кӑмӑл-туйӑмпа инҫетре ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакансене пулӑшу кӳрес текенсене унпа ҫыхӑнма ыйтатпӑр. Паянхи кун салтаксене тӗрлӗ виҫеллӗ кӗреҫесем, лумсем, саморезсемпе пӑтасем, полиэтилен пленкӑсем уйрӑмах кирлӗ. Вӗсемсӗр пуҫне ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче сыхланма май паракан тумтир, техника хатӗр-хӗтӗрӗпе тивӗҫтерсен те лайӑх.

ЧР правительстви, «Пӗрле» фонд, волонтерсен юхӑмӗ тӑрӑшнипе Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунӗ умӗн пирӗн республикӑран Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене валли гуманитарлӑ пулӑшӑвӑн пысӑк конвойӗ ҫула тухнӑ. Унта УАЗ, Газель, Нива автомашинӑсем, тимӗр кӑмакасем, юн чарма май паракан турникетсем, наҫилккесем, тепловизорсем, перчеткесем… Салтаксене валли каякан япаласем хушшинчи пирӗн округра пуҫтарнисем те чылай. Сӑмахран, Урмаелсем ПАЗ автобус, Тукайсем УАЗ автомашина ӑсатнӑ. Округри ытти территори уйрӑмӗсенчи хастарсем те маларах автомашинӑсем туянса салтаксем патне ҫитернӗччӗ. Пурӗ 11 транспорт хатӗрӗ янӑ, вӗсенчен иккӗшӗ Асанкассисем Элӗксемпе, Ҫӗнӗ Мӑратсем Елчӗксемпе пӗрле пӗрер автомашина ятарлӑ ҫар операци пыракан вырӑнсене ӑсат-нӑччӗ.

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунӗ ҫитнӗ май ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӑван тӑрӑха ырӑ-сывӑ ҫаврӑнса ҫитме ӑнӑҫусем сунатпӑр. Эпир вара хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр, мӗн пултарнӑ таран пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвне йӗркелесе пынӑшӑн муниципаллӑ округ пуҫлӑхне А.Осипова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникне М.Илларионовӑна, тӗн организацийӗсенче ӗҫлекенсене, Комсомольскинчи сӗт комбиначӗн, «Кооператор» ОООн, «Магнит» суту-илӳ ҫурчӗн директорӗсене Р.А.Хайртдинова, А.В.Красновӑна, Р.Г. Калакова, бюджет учрежденийӗсен ертӳҫисене, суту-илӳ ӗҫченӗсене, «Молодая гвардия» организацин вырӑнти уйрӑмӗнчи ҫамрӑксене, Хирти Мӑнтӑрти Г.Крылов, Нӗркеҫри В.Воронов волонтерсене тата округра ыркӑмӑллӑх утӑмӗ тунӑ пур ҫынна та тав сӑмахӗ калатпӑр.

М.Прохорова,

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» фондӑн администраторӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *