Тӗлпулу йӗркеленӗ

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунӗ умӗн Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче стройпа юрӑ смотрӗ йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та иртрӗ вӑл.

Ҫавӑн пекех ачасем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтакпа та тӗлпулу ирттерчӗҫ. Дмитрий Геннадьевич кӗскен унта службӑра тӑракан ҫар ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлӗ, Украинӑри лару-тӑру пирки каласа пачӗ, ачасене тӑрӑшса вӗренме, спортпа туслӑ пулма, Тӑван ҫӗршыва юратма сунчӗ. Шкулти мероприятие хутшӑннӑ муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Ю.Н.Митюков, «Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗВГ и ВД» обществӑлла организацин ертӳҫин ҫумӗ Ю.П.Филиппов ҫамрӑк армеецсем стройпа харӑссӑн утнине пӑхса хакларӗҫ. Вӗренекенсене хамӑр ҫӗршыва юратмалли, унӑн историне пӗлмелли пирки каларӗҫ. Вӗсене ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.  

Д.Абулханова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *